Тундра

Ту́ндра — вăрман ӳсентăранлăхĕн çурçĕр енче выртакан çутçанталăк зони, тинĕс е юханшыв шывĕсем илмен пĕрмай шăннă тăпраллă уçлăхсем. Тундра тайга зонинчен çурçĕререх вырнаçнă. Тундра шурлăхлă, торфлă, чуллă. Тундрăн кăнтăр чиккине Арктика пуçламăшĕ теççĕ.[1] Çурçĕр енчен тундрă арктика пушхирĕ патне çитет [2]. «Тундрă» терминпа Антарктика çутçанталăк зонисене палăртнă чухне те усă кураççĕ.

КлассификациПравить
Туçи тундрисемПравить
Антарктика тундриПравить
КлиматПравить
Чĕрчун тата ӳсентăран тĕнчиПравить
Раççей тундрин экологи кризисĕПравить
Çын çутçанталăка уямасăр ĕçленине пула (чи малтанах нефте уçласа илнĕшĕн, нефть пăрăхĕсене туса хурса эксплуатациленĕшĕн) раççей тундрин чылайăш пайĕ экологи катастрофи лакăмне лекнĕ. Нефть пăрăхĕсенчен чĕрĕ тавар юхса тухса тавра территорине варалать, çунакан нефть кӳллисем тата унчен ӳсентăрăнпа витĕннĕ, халĕ вара пĕтĕмпех çунса кайнă территорисем сахал мар тĕл пулаççĕ.
Çĕнĕ нефть пăрăхĕсене хунă çĕрте пăлансене куçса çӳреме хушă хăвараççĕ пулин те чĕрчунсем пур чухне те вĕсене тупаймаççĕ.
Тундра тăрăх автопуйăссем унталла-кунталла çӳреççĕ, вĕсем ӳсентăран витĕмне пĕтерекен мусора хăвараççĕ. Çăпаталлă транспорт аркатнă тундра тăпра сийĕ темиçе теçетке çул иртсен кăна чĕрĕлет.
Çак ĕнтĕ тăпрана, шыва тата ӳсентăранлăха вараласа пырать, пăлансен тата тундрăри ытти чĕрчунсен йышне чакарать.
Çавăн пекехПравить
ЛитератураПравить
- Цинзерлинг Ю. Д. География растительного покрова Северо-Запада европейской части СССР. — Л., 1932
- Тундра / Александрова В. Д. // Тихоходки — Ульяново. — М. : Советская энциклопедия, 1977. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 26).
- Грибова С. А. Тундры. — Л., 1980
АсăрхавсемПравить
- ^ БЭС, статья «Арктика»
- ^ Александрова, 1977
КаçăсемПравить
- Сайт о Чукотке Архивленĕ 24 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.