Сукачёв Игорь Иванович

И́горь Ива́нович «Га́рик» Сукачёв (раштав, 1 1959, Мякинино ялĕ, Мускав облаçĕ) — раççей мусăкçи, сăвăç, композитор, актёр, режиссер, «Бригада С» (1986—1994) тата «Неприкасаемые» ушкăнсен лидерĕ. 1992 çулта Пĕрремĕш канал çинче «Беседка» телекăларăма ертсе пынă.

Гарик Сукачёв
Çуралнă чухнехи ят: Игорь Иванович Сукачёв
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Мякинино ялĕ, Мускав облаçĕ, халĕ Мускав, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: рок-мусăкçă, актёр, режиссёр, композитор
Карьера: 1977-нпа
IMDb: ID 0837690

Кун-çулĕ тӳрлет

1959 çулхи раштавăн 1-мешĕнче Мякинино (Мускав облаçĕ (кайран — тĕп хулан Тушино районĕ). Чукун çул техникумĕнче вĕренсе тухнă, «Тушино» ч/ç чарăнăвне проектланă çĕре хутшăннă. 1987 çулта Липецк облаçĕн ӳнер училищинче пĕлӳ пухнă, театр режиссёрĕн дипломне тивĕç пулнă. Вĕреннĕ чухне Сергей Галанинпа паллашать.

Мăшăрĕ — Ольга Сукачева,

Ывăлĕ — Александр Игоревич Сукачев «Хĕвел килĕ» фильмра — «Машина Времени» ушкăнĕн клавишникне сăнарланă, Лондон университетĕнче оператор ĕçне вĕреннĕ, халĕ АПШ-ра пĕлу илет, (1986)[1]

Хĕрĕ — Анастасия Игоревна Сукачева.(2004)[1]

2001 çулхи утă уйăхĕнче Сукачев моторлă катера йеркеллĕ тытса пыманнипе арçына каçса каять. Инкеке лекнĕ çынна темиçе операци тăваççĕ, урине татаççĕ. Юрăçа айăпламаççĕ те. 2009 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче юрăç хăйĕн Харлей-Дэвисон байкĕпе çынна пырса çапать. Инкек çынĕ реанимацире иккĕ эрне выртать. ÇПХ инспекторĕсен шучепе Сукачёв айăплă мар[2][3]

Рок-мусăк тӳрлет

1977 çулта «Закат Солнца вручную» ушкăна пуçтарать, 1983 çулта саланать. Ун чухнех Евгений Хавтанпа пĕрле «Постскриптум» ушкăна пухать, Гарик тухса кайсан вăл «Браво» ята илет[4]. 1986 çулта Сергей Галанинпа ăнăçлă «Бригада С» ушкăна йĕркелет. 1994 çулта ушкăн арканса каять. Сукачёв çĕнĕ мусăкçăсене пухса çĕнĕ материала хайлать. Çапла «Неприкасаемые» ушкăн çуралать.

Соло альбомĕсем тӳрлет

Кино тӳрлет

Режиссёр ĕçĕсем тӳрлет

Сценарисем тӳрлет

Актёр ĕçĕсем тӳрлет

Сасă кĕртни тӳрлет

Парнесем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Неприкасаемые