Суда (юханшыв)

СудаЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Вая шывĕн сулахай юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Колчино ятлă ялтан хĕвелтухăçнелле, Чулхулапа Киров облаçĕсем хушшинчи чикĕ иртекен вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле хĕвеланăçнелле юхать, Худобабково ятлă ялтан виçĕ çыхрăм хĕвеланăçнелле Вая шывĕпе пĕрлешет.

Суда юппийĕсем вуннă ытла, пысăккисем çук. Вязовкăра ун шывне пĕвеленĕ.

Шыв тăрăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Колчино, Вязовка, Кузьминка, Ключи (пушă ял), Мартяхино, Красногор, Бердники, Худобабково.