Стихван Шавлы

Disambig gray.svg Шумков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Стихван Шавлы (çуралнă чухнехи ят — Степан Антонович Шумков, 1910, авăн, 15, Чулçырма ялĕ, Самар кĕпĕрни (халĕ Шунтал районĕ, Самар облаçĕ), Раççей империйĕ — 1976, нарăс, 15, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

Стихван Шавли
Ӳкерчĕк:Shavla.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Степан Антонович Шумков
Çуралнă вăхăт: 1910, авăн, 15
Çуралнă вырăн: Каменка ялĕ, Самар кĕпĕрни (халĕ Шăнтал районĕ, Самар облаçĕ), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1976, нарăс, 15
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçа, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

БиографиПравить

Самар облаçĕн Шăнтал районĕнчи Чулçырма ялĕнче 1910 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта Хусанти педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.

Шавлы хăйĕн пĕрремĕш хайлавĕсене 1931 çулта пичетленĕ. Нумай сăввине вăл 1917 çулхи Октябрь революцине, В. И. Ленина, граждан тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçисем пирки çырнă.

1921 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Харькова куçса кайнă. Амăшĕ вилсессĕн, 1923 çулчен ача çурчĕнче пурăннă, кайран вара тăван ене таврăннă.

1937 çулта вăл Шупашкара куçнă. Кунта вăл «Сунтал» журнал редакцийĕнче, кĕнеке издетельствинче, писетельсен союзĕн правлениĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редакциĕнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийĕнче ĕçленĕ.

30 ытла кĕнеке кăларнă. 1976 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсемПравить

ПоэмăсемПравить

  • «Симĕс палăк» (Ленин пирки)
  • «Пионер из Киева»,
  • «Егор Мадуров»,
  • «Зоя» (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пирки),
  • «Звёздный человек» (А. Г. Николаев пирки).

Сатира, очеркПравить

  • «Пӳрнепе тӗллесе»
  • «Кӗсле тытрӑм аллӑма»

КуçарусемПравить

Стихван Шавлы чăвашла М. Горькин, П. П. Ершовăн, И. А. Крыловăн, М. Ю. Лермонтовăн, Н. А. Некрасовăн, Я. Райнисăн ĕçĕсене куçарнă.

КаçăсемПравить