Смолин Анатолий Семёнович

Смолин Анатолий Семёнович, — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1956 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче çуралнă.

Анатолий Смолин
Smolin-a-s.jpg
Смолин хăйĕн автор каçĕнче
Çуралнă чухнехи ят: Смолин Анатолий Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1956, ака, 1
Çуралнă вырăн: Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1954–1991).svg Шăнчас ялĕ, Куславкка районĕ Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăи тата тăлмачĕ
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Disambig gray.svg Смолин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ, 1993 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулнă. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ, 1993 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулнă.

ПурнăçĕТӳрлет

Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. «Çил çунат» журналăн поэзи уйрăмĕн ертӳçи, каярахпа тĕп редаторĕ вырăнĕсене йышăннă. Чăваш Ен президенчĕн пулăшаканĕ пулса та вăй хунă.

Смолина Людмина Валериановнăпа мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çуратса ӳстернĕ.

ӖçĕсемТӳрлет

Хăй каланă тăрăх шкулта 7-мĕш класа çитиччен вырăсла кăна сăвăсем çырнă. Кайран вара, Есенин сăввисене Петĕр Хусанкай куçарăвне вуласан чăвашла çырма пуçланă.

Çак кĕнекесене кăларнă:

  • Çаврăм (1991);
  • Кĕтрет кĕтесĕ (1994);
  • Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе (1999);
  • Заметы (вырăсла, 1990);
  • Сын Чудикас (вырăсла, 2000).

Чăваш сăвăçисен ĕçĕсене вырăсла нумай куçарнă: М. Фёдоровăн «Арçурипе», К. Ивановăн «Нарспи» поэмисене, Çеçпĕл Мишшин «Паянтан» сăввине.

КаçăсемТӳрлет

Шаблон:Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕ