Смолин Анатолий Семёнович
Смолин Анатолий Семёнович, — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1956 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче çуралнă.
Анатолий Смолин | |
Смолин хăйĕн автор каçĕнче | |
Çуралнă чухнехи ят: | Смолин Анатолий Семёнович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1956, ака, 1 |
Çуралнă вырăн: | Шăнчас ялĕ, Куславкка районĕ Чăваш АССР |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăи тата тăлмачĕ |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
СССР ÇП пайташĕ. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ, 1993 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулнă. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ, 1993 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулнă.
Пурнăçĕ
тӳрлетЧăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. «Çил çунат» журналăн поэзи уйрăмĕн ертӳçи, каярахпа тĕп редаторĕ вырăнĕсене йышăннă. Чăваш Ен президенчĕн пулăшаканĕ пулса та вăй хунă.
Смолина Людмина Валериановнăпа мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çуратса ӳстернĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетХăй каланă тăрăх шкулта 7-мĕш класа çитиччен вырăсла кăна сăвăсем çырнă. Кайран вара, Есенин сăввисене Петĕр Хусанкай куçарăвне вуласан чăвашла çырма пуçланă.
Çак кĕнекесене кăларнă:
- Çаврăм (1991);
- Кĕтрет кĕтесĕ (1994);
- Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе (1999);
- Заметы (вырăсла, 1990);
- Сын Чудикас (вырăсла, 2000).
Чăваш сăвăçисен ĕçĕсене вырăсла нумай куçарнă: М. Фёдоровăн «Арçурипе», К. Ивановăн «Нарспи» поэмисене, Çеçпĕл Мишшин «Паянтан» сăввине.
Каçăсем
тӳрлет- 50 çул тултарнă май ирттернĕ автор каçĕ 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.