Открыть главное меню

Сербипе Болгари хушшинчи вăрçă 1885 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче пуçланнă. Хирĕçӳ вăрăха тăсăлман, чӳкĕн 28-мĕшĕнче вĕçленнĕ те. Мирлĕ килĕшĕве тепĕр çулхине, нарăсăн 16-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Ку вăрçăн тĕп пĕлтерĕшĕ — Европăри патшалăхсем Болгари пĕрлешнине çирĕплетсе пани.

Вăрçă сăлтавĕТӳрлет

Раççейпе ытти Европăри патшалăхсем сĕнмен пулин те 1885 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче Болгарипе Тухăç Румели пĕр-пĕринпе пĕрлешни çинчен пĕлтернĕ. Ку пĕрлешӳ чылай проблема çуратма пултарнă, уйрăмах Балкан çурутравĕнчи Австрипе Венгри империйĕн ĕçĕсене пăсма пултарнă. Çавна кура вĕсем Сербине çĕнĕ патшалăхпа вăрçă пуçлама хистенĕ, ăна пуçласан Анăç Балканри çĕрсене пама килĕшнĕ. 1885 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче Милан Обренович Болгарипе вăрçă пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Çапла хирĕçӳ пуçланнă. Серби ăна майлă Осман империйĕ те пулĕ тесе шутланă, çапах та лешĕсем вăрçа хутшăнасшăн темен.

Çапăçу хирĕсенчеТӳрлет

СербиТӳрлет

Серби çарĕ питĕ лайăх хатĕрленнĕ пулнă, пăшалĕсем, тумтирĕсем — пурте юлашки вăхăтра хатĕрленĕскерсем, çĕннисем пулнă. Çапах та туписем ытлашшиех чаплă пулман. Серби хăйĕн çар мухтавне чаплă çарпуçĕсенче тата пăшалĕсем чаплă пулнинче курнă. Çарпуçĕсем те Турципе хирĕçнĕ вăхăтсенче самай опыт пухнăскерсем пулнă.

Пăшалĕсене икĕ çул каярах çеç илсе килнине кура пур салтак та вĕсемпе усă курса вĕренсех çитереймен пулнă. Офицерĕсем те вĕсен уйрăмлăхĕсене пĕлсех çитереймен пулнă. Сăмахран, вĕсем салтаксене çухрăм çурăра вырнаçнă çарсем хирĕç пеме хушнă. Паллах, кун пек вĕсем чылай çар припасĕсене пустуй пĕтернĕ. Унсăр пуçне припасĕсене вĕсем кивĕ пăшалсем валли пек илнĕ. Лешĕсем хăвăрт пемен пулсан кусен хăвăртлăхĕ лайăхах пулнă. Çапла май сербсене пульăсем çитми пулса тăнă.

Унсăр пуçне Сербире хăйĕнче йывăрлăхсем сиксе туха пуçланă. Халăх вăрçа хирĕç пăлханассинчен хăраса Серби патши çарсене çамрăксене çеç янă. Малтанхи вăрçăсенче самай пĕлӳ пухнă салтаксем вăрçа лекмен. IV Милан патша çарпуçĕсем вырăнне ватăраххисене мар, çамрăккисене лартни те вăрçа çĕнтерме пулăшман.

Тепĕр сăлтав: патша хăйĕн çарне болгарсене турккăсенчен çăлма яратăп тесе пĕлтернĕ. Ку ултав вăрçă хирĕнче, паллах, хăвăрт çиеле тухнă. Унта сербсен турккăсемпе мар, болгарсемпе çапăçма тивнĕ.

БолгариТӳрлет

Болгарире вара пушшех те урăхла чăрмавсем пулнă. Раççей Болгари перлешĕвне хирĕç пулнă. Перлешӳ пирки пĕлтерсен Раççейпе Болгари хушшинче хирĕçӳ тухнă, Раççей хăйен çарпуçĕсене Болгарирен каялла тавăрнă. Çапла май Болгарире капитанран аслăрах çарпуçĕ юлман. Ку вăрçăн иккĕмĕш ячĕ çине те витĕм кӳнĕ, ăна тепĕр майлă «Капитансемпе генералсем хушшинче вăрçă» тенĕ.

Болгари Турци хутшăнассинчен хăранă. Çавна май çарăн ытларах пайĕ патшалăхăн кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă пулнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн анăçпа çурçĕр-хĕвеланăç пайне куçарма 5-6 кун кирлĕ пулнă.

Болгар салтакĕсем сербсенчен пĕр енпе уйрăлса тăнă — вĕсем хăйсен патшалăхне юратнă, тăван çĕршĕн çапăçнă. Унсăр пуçне болгарсен туписем сербсеннинчен пур енчен те самай лайăхрах пулнă.

ÇапăçусемТӳрлет

Вăрçă пуçлама чике тавлашăвĕ пулăшнă. Болгарипе Серби хушшинчи чикĕ Тимок юханшыв тăрăх иртнĕ. Унан шывĕ вара çулсерен хăйен çулне улаштарнă, çапла май чикĕ те куçса пынă. Сербсен Брегово ялĕ патĕнче вырнаçнă гауптвахти болгарсен çĕрне лекнĕ. Болгари çак гаупвахтăна темиçе те куçарма ыйтнă, Серби вара ханк та туман. Ун хыççăн Болгари гаупвахтăри салтаксене вăйпа кăларса янă. Ку тавлашу «Брегово тавлашăвĕ» ятпа та паллă.

Кун хыççăн Австри хистенине пула Серби вăрçă пуçланă. Малтан вĕсен ĕçĕ лайăх пынă, анчах та темиçе хутчен ăнăçсăр çапăçнă хыççăн вĕсен тапăнас вырăнне малалла хӳтĕленме тивнĕ. Болгарсен çарĕ сербсен çĕрнех çитнĕ.

Болгарсем сербсен Пирот хулине алла илсен Автрипе Венгри империйĕ ку вăрçа хутшанассипе харатнă. Чӳкĕн 28-мешĕнче Белградри Австри посолĕ вăрçа чарма хушнă.

Вăрçă вĕçĕТӳрлет

Вăрçă вĕçленнине раштавăн 7-мĕшĕнче килĕшӳ туса алă пуснă. Тепĕр çул вара, нарăсăн 19-мĕшĕнче, Бухарестра мирлĕ килĕшӳ алă пусса çирĕплетнĕ. Австри хистенипе Болгарин вăрçăчченхи чикĕсемпе килĕшме тивнĕ. Çапах та ку килĕшӳ тăрăх Европăри патшалăхсем Болгари пĕрлешнине çирĕплетме тивнĕ.

Ку вăрçă маларах Осман империйĕпе пĕрле кĕрешнĕ вăхăтранпа самай лайăхланнă Сербипе Болгари хушшинче хутшăнусене питĕ вăйлă сиветнĕ.

Болгари ку вăрçăран вăйлăланса тухнă — ăна хисеплеме тытăннă. Серби вара вăйсăрланнă. Балкан вăрçисем те унăн çар чапне малтанхи пек çӳлелле çĕклеймен.