Сарри Паттăрчăваш кĕрешӳçи, çарпуçĕ, сăвăç-юрăçи.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Сари паттăр Виръял — чăвашĕ. Вăл Етĕрне уесĕн Сарьел ялĕнче пурăннă. Унăн тата икĕ шăллĕ пулнă.

Вăл çамрăк чухне тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн Хусан ханлăхне хирĕç кĕрешнĕ. Мускава кайса Хаяр Йăванпа килĕшӳ тунă. Вырăссем Хусана илсен, хăйсен çарĕсене чăваш тата семмари çĕрĕсенче хăварнă. Авра Сарри паттăр Мамич-Пертейпе Акпарс пекех, пĕтĕм вăй-халне парса çĕнĕрен капланса килнĕ вырăс пусмăрçисене хирĕç хаяррăн кĕрешме тытăннă.

Ун чухне Нухайстанра Юсуп-хан пулнă. Мамич-Пертей вара 1553 çулта Юсуп патне кайса унпа пĕрле Мускав пусмăрне хирĕç кĕрешме калаçса татăлать. Каярахпа Сарри паттăр, Сейсетпе пĕрлех, Арча чăвашĕсем пулăшнипе, Хусантан çитмĕл çухрăмра Меше юханшывăн çӳллĕ çыранĕнче, питĕ вăйлă карман туса лартать. Меше тăрăхĕ авалхи Чăваш тăрăхĕ, кунта чăвашсем йышлăн пурăннă. Сарри паттăр, паллах, тăван чăвашсем хăй майлă пуласса шаннă ĕнтĕ. Чăнах та, пĕтĕм чăваш халăхĕ çак кĕрешĕве хутшăннă. (3)

«На берегах Средней Волги, можно сказать, не было народа, который так сильно отстаивал бы свою свободу, как чуваши».

Вырăссем хăраса ӳксе хăйсен Сĕве хулинчи тата Хусанти çарĕсене пĕрлештереççĕ те Сарри паттăрпа Сейета хирĕç тухаççĕ. Вĕсене Сĕве хулин вăйпучĕ вырăссен чапа тухнă Салтыков çарпуçĕ ертсе пырать. Сарри паттăр унăн çарне ним юлмиччен аркатать, хăйне тыткăна илет. Ун хыççăн Мамич Пертей Аçтăрхана тата нухайсем патне патша пулма шырама чингизид шырама кайнă. Вăл хăйсен çарĕ нумай пулнине, вĕсем патша çарĕсене пĕрре кăна мар çапса çĕмĕрнине ĕнентерме, çак çапăçура тыткăна илнĕ Салтыков вăйпутăн тимĕр кӳпине те илсе кайнă.

Меше шывĕ çинчи çапăçу хыççăн Сарри паттăр хăйĕн Сейсет тусĕпе пĕрле Лайăш хули патĕнче те, Арча хули çывăхĕнче те, Чаллă карманĕ патĕнче те хăйĕн тĕкĕрçисемпе Хаяр Йăван янă Даниил Адашев полкĕсене, Шереметев çарĕсене те, Микулински кнеçпе Курбски кнеç хурахĕсене те темиçе темиçе хутчен çапа-çапа çĕмĕрнĕ.

Сарри паттăрпа Сейет Атăл урлă каçса Вирьяла килнĕ. Хаяр вăрçă пин тĕрлĕ пăрнăçлă пулнă. Сарри паттăр вырăс колонизаторĕсене хирĕç партизанлă меслетсемпе кĕрешме туçланă.

Сарри Паттăр юрри

тӳрлет

Тĕп тăватпăр тăшмана

Ăнна-ăнна, ăнна-ăнна,
Ӳпкев çук ман никама.
Ăнна-ăнна, ăнна-ăнна,
Пар-ха, тусăм, саламат.
Тăшмана ташлаттарар,
Саламатпа çунтарар,
Кутран тапса ывăтар,
Тăван çĕртен тасатар.
Ăнна-ăнна, ăнна-ăнна,
Итлĕр, тусăмсем мана.
Ăнна-ăнна, ăнна-ăнна,
Тĕп тăватпăр тăшмана.
Атте-анне çĕрĕнчен
Хӳтĕретпĕр тăшмана.
Аслă Атăл хĕрринчен
Хуса ятăмăр ăна.

Вуламалли

тӳрлет
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
  • Илья Тукташ, "Чăваш фольклорĕ".
  • М.П.Петров-Тинехпи, "О происхождении чуваш".
  • "История Татарской АССР".
  • А.Курбский, "Сказания..."
  • «Очерк распространения христианства между иноверцами Казанской губернии»
  • «История о Казанском царстве»
  • Куçма Турхан, «Сĕве Атăла юхса кĕрет», Шупашкар.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.