Сайкин Семён Фёдорович
Сайкин Семён Фёдорович - (14.8.1914, Тури Чаткас ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Оаççей империйĕ — 10.8.2002, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ), - совет тата раççей аслă шкул ертӳçи, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, Чăваш АССР ăслăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1] ССРП Аслă Канашĕн VIII тата IX чĕнĕвĕсен, Чăваш АССР Аслă Канашĕң Х чĕнĕвĕн депутачĕ. Чăваш республикин ăслăхсемпе ӳнер академин хисеплĕ пайташĕ.
Сайкин Семён Фёдорович | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | 1914, авăн, 14 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Тури Чаткас, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей Патшалăхĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 2002, авăн, 10 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | теорилле механика, маякилтерĕш математика |
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | Чăваш паташлăх университечĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Биографи
тӳрлетЧĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи Тури Чаткас ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) çуралнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă, çак факультетрех механика кафедринче аспирант пулса пĕлĕвне ӳстернĕ.
1941 çулхи утă уйăхĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине мобилизациленĕ, 789-мĕш артиллери полкĕнче хĕсметре тăнă. Анăç фронтĕнче, 1943 çулхи раштав уйăхĕнченпе — 2-мĕш Балтиçум фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнченпе — 20-мĕш çарăн саппасри полкĕн штаб пуçлăхĕн пулăшавçи. Вăрçăран майор çарти хисеппе таврăннă.
Кандидат диссертацине 1948 çулта, тухтăр диссертацине — 1965 çулта хӳтĕленĕ. Ăслăх сфери — теориллĕ механика.
Тĕп ĕçĕсем
тӳрлет- О дифференциальных принципах механики // Ученые записки Казанского университета. — Казань, 1952. — Т. 112. — Кн. 9;
- Водонефтяной контакт и некоторые гидромеханические методы определения его положения. — Казань, 1964;
- Эффект поперечного вытеснения жидкости из слоисто-неоднородной пористой среды и возможности нового метода заводнения нефтяного пласта // Вопросы подземной гидромеханики. — Казань, 1968. — Вып. 5;
- Уравнения неголономных связей и процесс вывода уравнений движения // Вопросы прикладной математики и механики. — Чебоксары, 1974. — Вып. 4;
- Дифференциальные принципы механики (в соавт.)// Известия АН Чувашской Республики. — 1994. — № 2. — С. 26—60.
Вуламалли
тӳрлет- Сайкин Семен Федорович // Академия наук Чувашской Республики. — Чебоксары: АН ЧР, 1994. — С. 123—125.
- Сергеев Т. С. Сайкин Семен Федорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары: ЧГИГН, Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 359.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Сайкин Семен Федорович 2016 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте «Культурное наследие Чувашии».