Теориллĕ механика
Теориллĕ механика (çаплах, термех, теормех теççĕ) —механикăллă куçăмăн тата материаллă япаласен пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕн пĕтĕмĕшлĕ саккунĕсен ăслăлăхĕ. Вăл физикăн пĕр уйрăмĕ шутланать, çав хушăрах хăй тĕллĕн тĕплĕхлĕ ăслăлăх пулса аталанать. Хăйĕн хушăмĕсене пула çутçанталăк пĕлĕвĕсен уçлăхне анлăлатать, техникăн аталанăвĕн тĕпĕ пулать.
Теориллĕ механика релятивиллĕ мар та — ун чух вăл классикăллă механикăна каçса каять, çаплах релятивиллĕ те пулма та пултарать. Теоретиллĕ механикăн принципĕсем çав тери анлă пĕрлĕ пулаççĕ, çавăнпа та релятивизаци йĕркисенче тĕплĕхлĕ йывăрлăхсене аякранах иртет.
Теориллĕ механикăн йĕркисене (саккунĕсене) опытлă механикăра куллен тĕпчесе тупнă, чăнлăха кĕртсе хунисем — аксиомисем. Çак аксиомăсем тишкерӳллĕ механикăн индуктивлă чăнлăхсем вырăнĕнче ĕçлеççĕ. Теориллĕ механикăн дедуктивлă хаклăхĕ пур. Паллă тата куллен экспериментсенче тĕрĕсленĕ аксиомăсен тĕпĕ çине таянса, теориллĕ механика хăйĕн малашнехи утăмĕсене математика меслечĕсемпе тытса пырать.
Теориллĕ механика моделĕсем
тӳрлетТеориллĕ механика, математика меслечĕсемпе усă курать, материаллă объектсен моделĕсемпе ĕçлет. Теоретиллĕ механика çак модельсене тĕпчет:
- материллĕ пăнчă тата материллĕ пăнчăсен йĕрки,
- Пĕтĕмпех хытă япала тата хытă япаласен йĕрки,
- деформируемые сплошные среды.
Яланхиллĕ теориллĕ механикăра çак уйрăмсем:
Теориллĕ механикăра анлă çак меслетсемпе ĕçлеççĕ:
- векторлă шутлав тата дифференциллĕ геометри,
- математикăллă анализ,
- дифференциллĕ танлаштару,
- вариациллĕ шутлав.
Теориллĕ механикăран чылай хушăм ăслайсем çуралаççĕ. Çак шĕвекпе газ механики, механика деформируемого твердого тела, теория колебаний, машинăсен динамикипе тĕрĕкĕ, гироскопи, тытăмлăх теорийĕ, вĕçевĕн теорийĕ, навигаци тата ыттисем.