Поццалло (итал. Pozzallo) — Италири хула, Сицили утравăн кăнтăр пайĕнче ларать, Рагуза провинцине кĕрет. Провинцири пĕртен-пĕр тинĕс порчĕ. Вăтаçĕр тинĕсĕ çырана хумсене çапать, катамарансем Мальтăна çӳреççĕ. Хулара иккĕ пляж, пĕрри — Pietre Nere — питĕ таса пулнипе Синкер Ялава тивĕçнĕ. Юнашар провинцисенчеен кунта канма килеççĕ.

Поццалло
Pozzallo
Патшалăх Итали
Провинци Рагуза
Координатсем 36°44′ с. ш. 14°51′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Лаптăк 14,94 çм²
Йышлăх 1263 çын/çм²
Этнохороним pozzallesi
Вăхăт тăрăхĕ UTC+1, çулла UTC+2
Телефон кочĕ (+39) 0932
Почтă индексĕ 97016
Код ISTAT 088008
Официаллă сайчĕ каçă (итал.)
Поццалло (Итали)
Точка

Поццалло хулинчен автобус маршручĕсем чылай çĕре — Катание, Сиракузăна, Рагузăна, Палермăна — çитереççĕ.

Поццаллăна XIV ĕмĕрте никĕсленĕ теççĕ, ун чухне Модика правительстви çыран хĕрринче ампарсемпе доксен комплексне тунă. 1429 çулта Джованни Бернардо Кабреро çыран хĕрринче карман хăпартнă, халĕ вăл паллă вырăн шутланать.

Халăх йышĕ — 18 377 çын (2004 ç.), йышлăхĕ — 1263 çын/км². Çĕр лаптăкĕ — 4,94 км². Почтă индексĕ — 97016.

Паллă çынсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


Шаблон:Рагуза провинцийĕ