Петров Николай Петрович (филолог)

чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ

Петров Николай Петрович (19.1.1929, Тусай ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур. — 29.11.2008) — чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1982), профессор, Чăваш наци академийĕн академикĕ (1996), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1993).

Николай Петров
Николай Петрович Петров
Çуралнă вăхăт: 1929, кăрлач, 19
Çуралнă вырăн: Тусай ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2008, чӳк, 29
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg ССРП Flag of Russia.svg РФ

Ăслăх сфери: чăваш литература чĕлхин историйĕ, стилистики, терминологийĕ, лексикографийĕ
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: Чăваш патшалăхĕн педагогика институчĕ

Кун-çулĕПравить

Николай Петров 1929 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районне кĕрекен Тусай ялĕнче çуралнă.

1947—1951 çулсенче Николай Петров Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта (1952—1955), Чăваш ăслăхпа тĕпчев институчĕнче (1958—1972) ĕçленĕ.

Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ (1972), стилистика кафедрин ертӳçи (1989—1998) пулнă. 1985—1986 çулсенче София университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ, Пĕтĕм тĕнчери пăлхарçăсен иккĕмĕш конгресĕн ĕçне хутшăннă. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕнче чăваш чĕлхи кафедринче вăй хунă.

Николай Петров чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине, терминологийĕпе лексикографине тĕпченĕ. 170 ытла ăслăх ĕçне пичетленĕ.

2008 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ăслăх ĕçĕсемПравить

  • Техника словарĕ. Шупашкар, 1961;
  • Чувашский язык в советскую эпоху: Развитие социальных функций и литературных норм. Ч., 1980;
  • Нормализация чувашского литературного языка. Ч., 1988

ВуламаллиПравить

  • Николай Петрович Петров профессор, академик : 70 çул тултарнă тĕле / А. П. Данилов, Л. П. Сергеев хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш ун-чĕн изд-ви, 1999. – 72 с.
  • Ахвандерова, А. Д. Исследователь тайн праболгарских надписей : [к 80-летию со дня рождения профессора Н. П. Петрова] / А. Д. Ахвандерова // Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года : 2009. – Чебоксары, 2008. – С. 23-26. - См. текст
  • Горшков, А. Ăслăлăх çулĕпе – тăвалла / А. Горшков // Тăван Атăл. – 1998. – № 11-12. – С. 64-66.
  • Дегтярев, Г. Яппунсене те чăваш чĕлхи вĕрентнĕ / Г. Дегтярев // Хыпар. – 1999. – 19 кăрлач.
  • Николай Петрович Петров : [некролог] // Хыпар. – 2008. – 2 раштав. – С. 4.
  • Петров Николай Петрович // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : библиографи указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 162-167.
  • Сергеев, Л. П. Паллă тĕпчевçĕн пархатарлă кун-çулĕ : [Николай Петрович Петров чĕлхеçĕ çинчен] / Л. П. Сергеев // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика : статьясен пуххи. – Шупашкар, 2009. – 8-мĕш кăларăм. – С. 3-6.
  • Ахвандерова, А. Д. Исследователь тайн праболгарских надписей / А. Д. Ахвандерова // Календарь года : 2009 / Нац. б-ка Чуваш Респ. – Чебоксары, 2008. – С. 23-26.
  • Дегтярев, Г. А. Петров Николай Петрович / Г. А. Дегтярев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 322.
  • Дегтярев, Г. А. Петров Николай Петрович / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 413.
  • Иванов, И. Именитый сын безымянного / И. Иванов // Совет. Чувашия. – 1999. – 26 янв.
  • Петров Николай Петрович : к 75-летию со дня рождения // Вестн. Чуваш. гос. пед. ун-та им. И. Я. Яковлева. – 2004. – № 1. – С. 189.
  • Петров Николай Петрович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 67.
  • Петров Николай Петрович // Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики. – Чебоксары, 2002. – С. 77-79.
  • Петров Николай Петрович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 125.
  • Петров Николай Петрович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 270-271.
  • Петров Николай Петрович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 316.
  • Петров Николай Петрович // Ученые Чувашского университета : (1967–1992). – Чебоксары, 1992.– С. 138-139.
  • Сергеев, Л. Неутомимый труженик науки / Л. Сергеев // Чăваш ен. – 1999. – 16-23 янв. (№ 2). – С. 3.
  • Чернов, М. Ф. Ученый, филолог, педагог / М. Ф. Чернов // Вопросы истории чувашского литературного языка и его стилей. – Чебоксары, 1999. – С. 4-11.

КаçăсемПравить