Пахра
Пахра — Мускав тата Мускав облаҫӗнчи юханшыв, Мускав шывӗн сылтӑм юппи.
Пахра | |
---|---|
Характеристика | |
Шыв системи | Мускав → Хура Атăл → Атăл → Каçпи тинĕсĕ |
Шыв юххи | |
Шыв вăрри | Мускав (юханшыв) |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Мускав |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
Юханшыв тӑршшӗ 135 ҫухрӑм (ытти даннӑйсем тӑрӑх — 129 ҫухрӑм), шыв бассейнӗн лаптӑкӗ — 2580 ҫухрӑм. Юханшыв тайлӑмӗ — 0,57 м/км.
Пахра ҫӑлкуҫӗ Кейӳ ҫулӗн Бекасово-1 станцийӗпе Мускав чукун ҫулӗн Пысӑк ункинчен 3,8 ҫухрӑм ҫурҫӗр-анӑҫалла, Наро-Фоминск районӗнчи шурлӑхсенче вырнаҫнӑ. Юханшыв Раменски районӗнчи Мячково посёлокӗпе юнашар Мускав шывне юхса кӗрет. Ейӳ сарлакӑшӗ — 100–200 метр, вӑтам юхӑмри сарлакӑшӗ 15–20 метр, анат вырӑнсенче — 30–40 метр.
Юханшыв ҫулӗ кукӑр-макӑр. Шыв тӑрӑмне хакласан Пахрӑна Атӑл типӗпе ҫыхӑнтарма пулать, вӑл ытларах енӗпе юр шывӗсем тулать. Ҫуллапа кӗркунне юханшыв ҫумӑрпа тата ҫӗр айӗнчи шывпа тулать, хӗлле — ҫӑлкуҫсенчен. Ейӳ пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланать, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗҫленет. Юханшыври шыв 6 метр ҫити ҫӗкленет. Пахра чӳк–раштав уйӑхӗсенче шӑнса ларать, пуш уйӑхӗн вӗҫӗпе ака уйӑхӗсенче пӑртан тасалать. Юханшыв вӑрринчен 36 ҫухрӑм ҫӳлерех виҫнӗ ҫулталӑк хушшинчи вӑтам шыв тӑкакӗ — 9,95 м³/ҫ, ҫакӑ ҫулталӑкра унӑн калӑпӑшӗ 0,314 км³/ҫул танлашнине кӑтартать.
Пахра шывне хими тӗлӗшӗнчен тӗпчесен вӑл гидрокарбонатлӑ-кальциллӗ пулнине палӑртнӑ, ҫавна май ӑна валдай юханшывӗсен йышне кӗртеҫҫӗ.
Пахра юханшыв хӗрринче Подольск хули, Шишкин Вӑрманӗ, Хӗрлӗ Пахра, Дубровицы посёлоксем, Колычёво сали, Долгино, Игнатово, Лукино, Сьяново, Чурилково, Шестово, Новленски, Киселиха, Камкино, Ям ялсем вырнаҫнӑ.
Юпписем
тӳрлетТӗп юпписем — Рожайка, Моча и Десна.
(вӑрринчен мӗн инҫешре вырнаҫнӑ)