Парссем

Парссем (гудж. પાર્સી [pa:rsi:]) — авалхи Персирен тухнă халĕ Индире сăртăш тĕнĕпе пурăнакан этноконфесси ушкăнĕ. Йышĕ — 100 пирен ытла çын (1973).
Парссем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Пурĕпе: ~ 110 пин
![]() | |
Чĕлхе | гуджарати, акăлчан |
Тĕн | сăртăш |

Парссен ытларахăшĕ Бомбейре пурăнаççĕ, вĕсем Иранран патшалăха арапсем VII—X ĕмĕрсенче аркатсан килнĕ сăртăшсен несĕлĕсем шутланаççĕ. «Парси» этнонима тăван ят тесе Афганистанпа Азербайджанри (вĕсене парси теççĕ) перси чĕлхиллĕ урăх ушкăн халăх та йышăнать.
Пурнăç майĕПравить
Индири парссем тĕн йăлине пула çителĕклĕ пурнăç çавăрнă. Парссен чылайрахăшĕ тахçанах суту-илӳпе тăрăшать, банк тата услам ĕç-хĕлĕпе (Индири пуян усламçăсен парс çемьи пур — Тата) тупăç тăвать. Хальхи парссем хăйсен таван чĕлхине — фарси — манăçа кăларнă та паянкуна гуджарати челхипе пуплеççĕ; канон литературине авестăпа пехлеви чĕлхипе çырнă. Парссен этем пĕрлешĕвĕнче ытларах эндогамлă (яшсем авалхи туй йăлинчен тухса пыраççĕ). Мăчаварсем çынсен тĕн этеплĕхне çеç мар, парссен куленхи пурнăçне те йĕркелесе пыраççĕ. (ПСЭматериалĕпе усă курнă).
ЙăлаПравить
Храмра парссем кăвайта пуç таяççĕ, вилесене çĕре пытармаççĕ, хăйсен таса çутçанталăк вăйĕсене— кăвайт, шыв, сывлăша, çĕр — мăшкăллас мар тесе грифсене (шăплăх турулĕсенче) çиме параççĕ. Ăнчах та хăш пĕр чухне çак йăлана, пурăннă çĕршыври вилнĕ çынна пытарас саккунлăха пула пăсма тивет. Çапла, Фредди Меркьюрин виле кĕлеткине, сăртăш йăлине пăрахăçласа, çунтарнă, мĕншĕн тесен британ саккунлăхĕ, нумай çĕршывсенчи пекех, вилене çĕре пытарма е кремаци тума çеç ирĕк парать.
МăшăрланассиПравить
Сахал йышлă парссен мăшăр тупма хĕн. Çавăнпа, халĕ вĕсем Тетелпе (тетел-хĕрупрраç) паллашаççĕ.
Паллă çынсемПравить
Анăçри чи паллă парс — «Queen» британ рок-группин ертӳçи Фредди Меркьюри (Фаррух Балсара).
Тепĕр паллă парс — дирижёр Зубин Мета.