Банк

Банк (итал. banco — укçа улăштаракан лавкки, сĕтелĕ) — финанс-кредит институчĕ, унăн тĕп ĕçĕ-пуçĕ — юридици йĕркеленӳлĕхсене тата çынсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси.
....
Банк мар кредит йĕркеленӳлĕхĕ — «О банках и банковской деятельности» Федераллă саккунпа палăртнă уйрăм банк операцисене ирттерме ирĕклĕ кредит йĕркеленӳлĕхĕ . Банк йĕркеленӳлĕхсен банк мар операцисене Раççей Банкĕ тытса тăрать.
Ют патшалăх банкĕ — ют патшалăх çĕрĕнче регистрациленĕ ют патшалăх саккунлăхĕпе çакăн пек йышăннă банк.
Раççей Федерацийĕн банк системи шутне Раççей банкĕ, кредит организацисем, çаплах филиалĕсем тата ютçĕр банк элчелехĕсем кĕреççĕ.[1]
Устав капиталĕПравить
Кредит йĕркелĕвĕн операцисемПравить
Банк операцисем шутне кĕреççĕ:
- çын тата юридици харпăр укçи-тенкине тата депозита (ыйтса иличчен тата пĕр хушă вăхăта) вырнаçтарни;
- явăçтарнă укçа-тенкĕне хăй ячĕпе тата хăй шучĕпе ĕçе вырнаçтарни;
- банк шутне çын тата юридици харпăр валли уçни тата тытса пыни;
- çын тата юридици харпăр хушнипе шутсен татăлу ĕçне иттересси, банк-корреспондент валли те, вĕсен банк шучĕ урлă;
- укçа-тенкĕ, вексель, тӳлев тата расчёт докуменчĕсен инкассацийĕ тата çынсене тата юридици харпăрçăна касса урлă укçа куçарасси;
- ют патшалăх укçине сутса-илесси (наличной и безналичной форме?)
- хывма укçа явăçтарасси тата хаклă металл сутса вырнаçтарасси;
- банк гарантине пани;
- çын хушса каланипе укçа хатĕрĕсене банк счетне уçмасăрах (почтă куçарăвĕсемсĕр пуçне) куçарать.
Кредит йĕркелĕвĕ, асăннă операцисемсĕр пуçне, çак ĕçсене туса парать:
- хаклă металсемпе, ахах-мерченпе Раççей Федераци саккунлăхĕпе килĕшӳллĕ операцисене туса пыни;
- çынна ятарлă документсемпе хаклă япаласене упрамалли пӳлĕмсене е вĕсенчи сейфсене арендăна парать;
- лизинг операцисене тăвать;
- канашпа (консультаци) тата хыпарпа (информаци) пулăшать.
Кредит йĕркелĕвĕ урăх операцисене Раççей Федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕ туса пырать.
Банк, кредит парса, тупăш укçа тума пултарать. Укçа тăвас ĕçе кивçен (кредит) саралăвĕ е кредит мультипликацийĕ (Банк мультипликаторĕ статьяна пăхăр) теççĕ.
Банк тупăшĕПравить
Банк тăкакĕПравить
Кашни коммерци йĕркеленӳлĕхĕн тупăш та, тăкак та пур, банк та çавăн пекех ĕçлет.
Банк тăкакĕсене çапла пайламалла: укçа хывакансем умĕнчи шантару тăкакĕ, налоги, расходы на кулленхи ĕçлĕх тата аталану тăкакĕ, бонуспа дивиденд тӳлемелли тăкак.
Укçа хывакансен укçипе банк кирлĕлĕх валли усă курни — банк укçă хывакансенчен кивçен илнине пĕлтерет. Пĕрмаях çакăн пек кивçене илни банкăн шалти парăмне ӳстерет, вăлах çак кредит йĕркеленӳлĕхе дефолт патне çитерме пултарать.
Право йĕркиПравить
- Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ
- Федераллă саккун «О банках и банковской деятельности» от 2 декабря 1990 года № 395-1
- Федералла саккун «О Центральном банке Российской Федерации (Банке России)» от 10 июля 2002 года № 86-ФЗ
- Федералла саккун «О страховании вкладов физических лиц в банках Российской Федерации» от 23 декабря 2003 года N177-ФЗ Архивленĕ 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009 çулта.
Кивçен йĕркин ĕçĕ-пуçĕПравить
Филиалсемпе элчелĕхсемПравить
Кредит йĕркелĕвĕн филиалĕ унăн вырăнĕнчен аякра вырнаçнă тата унăн ячĕпе Раççей Банк лицензипе палăртнă банкăн пĕтĕм е хăш операцисене туса пыракан уйрăм пайĕ.
Кредит йĕркелĕвĕн элчелĕхĕ — унăн аякра вырнаçнă унăн интересĕсене тыса пыракан тата хӳтĕлекен уйрăм пайĕ. Кредит йĕркелĕвĕн элчелĕхĕ банк операцисене тума ирĕк паман.
Кредит йĕркелĕвĕн филиалĕсемпе элчелĕхĕсем юридическими лицами шутланмасть, ĕç-пуçне хăйне никĕсленĕ йĕркелӳ уставĕпе килĕшӳллĕ туса пырать.
Банк вăрттăнлăхĕПравить
Кредит йĕркелĕвĕн ĕçтĕшĕсем ирттернĕ операцисене, клиентсемпе корреспондентсен счётĕсемпе укçисем пирки, çаплах урăх хыпарсене вăрттăнлăхра тытмалла, ахартнех çак федераци саккунне хирĕç пулмасан.
Тĕнчери пысăк банксемПравить
10 чи пысăк банк, консолидăланă активпаПравить
2007 раштав, 31 тĕлнехи баланс хыпарĕсем, The Bank of Tokyo-Mitsubishi UFJ банксăр пуçне (унăн баланс хыпарĕсем 2006 пуш, 31 тĕлне).
Вырăн | Патшалăх | Компани | Консолидăланă активсем (млрд АПШ дол.) |
---|---|---|---|
1 | Аслă Британи | Royal Bank of Scotland | 3 783 |
2 | Германи | Deutsche Bank | 2 954 |
3 | Франци | BNP Paribas | 2 477 |
4 | Аслă Британи | Barclays | 2 443 |
5 | Франци | Credit Agricole | 2 068 |
6 | Швейцари | UBS | 2 007 |
7 | Франци | Societe Generale | 1 567 |
8 | Нидерландсем | ABN AMRO | 1 499 |
9 | Нидерландсем | ING Bank | 1 453 |
10 | Япони | The Bank of Tokyo-Mitsubishi UFJ | 1 363 |
10 пысăк банк пасар капиталĕпеПравить
2006 çулхи çĕртме, 26 тĕлнехи хыпар, АПШ долларĕпе.
Вырăн | Патшалăх | Компани | Пасар капиталĕ (млрд АПш дол.) |
---|---|---|---|
1 | АПШ | Citigroup | 275 |
2 | КХР | ICBC | 250 |
3 | АПШ | Bank of America | 230 |
4 | Аслă Британи | HSBC | 200 |
5 | АПШ | JPMorgan Chase | 165 |
6 | Япони | Mitsubishi UFJ | 145 |
7 | Итали | Unicredit | 130 (2007) |
8 | АПШ | Wells Fargo | 120 |
9 | Швейцари | UBS | 110 |
10 | Аслă Британи | Royal Bank of Scotland | 100 |
10 чи пысăк тупăшлă банксемПравить
2006 çулхи хыпарсем АПШ долларĕ
Вырăн | Патшалăх | Компани | Тупăш (млрд АПШ дол.) |
---|---|---|---|
1 | АПШ | Citigroup | 22.13 |
2 | АПШ | Bank of America | 21.13 |
3 | Аслă Британи | HSBC | 14.55 |
4 | АПШ | JP Morgan Chase | 14.44 |
5 | Аслă Британи | Royal Bank of Scotland | 12.1 |
6 | Швейцари | UBS | 9.79 |
7 | АПШ | Goldman Sachs | 9.34 |
8 | АПШ | Wells Fargo | 8.48 |
9 | АПШ | Wachovia | 7.79 |
10 | АПШ | Morgan Stanley | 7.45 |
Çавăн пекех пăхăрПравить
ВуламаллиПравить
- Фредерик C. Мишкин . — 7-мĕш кăларăм. — М.: «Вильямс», 2006. — 880 с. — ISBN 0-321-12235-6
- Большой экономический словарь, 6-е изд., 2004 год, Редактор: Азрилиян А. Н., «Институт Новой Экономики», ISBN 5-89378-012-4.
КаçăсемПравить
- Раççей банкĕсен ассоциацийĕ Архивленĕ 31 Ҫу уйӑхӗн 2009 çулта.
- Банки.ру - Информаци порталĕ
- Раççей банкĕсен хыпар кĕнеки
- Банк энциклопедийĕ — Банкопедия.ру
- РФ банкĕсен çĕнĕ хыпарĕсем
- Немецких банкиров будет проще упрятать за решетку?
- Раççей банкĕсен çĕнĕ хыпарĕсем, рейтингĕ
- http://www.economist.com/displayStory.cfm?story_id=7226067 10 крупнейших банков по версии журнала Economist на 26 Июня 2006 года.
- Bankersalmanac.com — Top 50 Banks in the World
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
АсăрхавсемПравить
- ^ Цифра банк карттисем кӑларни(ĕçлемен каçă)