Пĕчĕк чарлăк - куракран пĕчĕк кайăк. Çăмартисем (3) хăмăртарах е симĕсрех хăмăр, хăмăр пăнчăллă. 20-22 кун пусса лараççĕ. Чĕпписем тухнă хыççăн виçĕ кунтан йăваран ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тухса çӳреме пуçлаççĕ. Малтанхи икĕ эрне хушши чĕпсене ашшĕ-амăшĕ хăйсен хырăмĕнче ирĕлнĕ апатпа тăрантараççĕ. Чарлăксен тĕп апачĕ - шыв çывăхĕнчи тĕрлĕ хурт-кăпашанкă, раксемпе моллюсксем. Пирĕн тăрăхра вĕсене республикăн çурçĕр районĕсенче, Атăлпа Сăр тăрăхĕсенче курма пулать. Çак чарлăксен йышĕ Чăвашра яланах пĕчĕк пулнă.

Пĕчĕк чарлăк -мăшăрланас вăхăтра
Пĕчĕк чарлăк
Hydrocoloeus minutus

Каçăсем

тӳрлет