Пăрттассем
Пăрттассем — Вăтам Атăлăн сылтăм çыранĕн çĕрĕсенче пурăннă йăхсен пĕрлешĕнĕвĕ. Арап авторĕсем IX ĕмĕрте, вырăс литература палăкĕсенче XIII ĕмĕрте асăннă. Этнос çемьи пулса тухни теорийĕ тавлашуллă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПăрттассем V—XI ĕмĕрсенче Атăлăн иккĕ çыранĕ енче (хальхи Сызраньрен Волгограда çити) пурăннă. Çĕр çинче ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ, сунара çӳренĕ, пыл-хурт тытнă. Мамăк тире сутса тупăшланă[1].
VII—VIII ĕмĕрсенче вĕсен çĕрĕ урлă çурçĕрелле пăлхарсем куçнă та çурçĕрти территорине йышăннă[2][3][4].
VII ĕмĕрте пăрттассем 10 пине çити юланут çарпа пăлхарсем тата печенегсем çине харçăпа çӳренĕ.
VII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа Хасар хаканлăхĕ айĕнче, X ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Руç пăхăнăвĕнче пулнă[1].
XI ĕмĕрте кăпчаксем кунта çитсен пăрттассем хăйсен сĕмне çухатнă[1].
XI ĕмĕрте çурçĕр-анăçалла, Сăр тата кăштах Мăкшăпа Цна тури бассейнĕнче çĕре (Пенза облаçĕн анăçĕнчи Пăрттас шывĕ) куçса кайнă[1].[5]
Пенза облаçĕнчи Городищере авалхи Пăрттас хулан тĕпĕсене тупнă.
Пăрттассем мишерсен культурин аталанăвне чылай сĕм кĕртнĕ[6][1].
Генезис
тӳрлетАлан-ас теорийĕ
тӳрлетГ. Е. Афанасьев археолог пăрттассене алансем çумне хушать, çакна ăнлантарма вăл иран этимологипе усă курать (выр. буртас - furt as е мăн шыв патĕнче пурăнакан ассем) (Г. Е. Афанасьев, О. И. Прицак)[7]. Е. С. Галкина пăрттассем вилесене çунтарнине палăртать, çавăн пек ритуалсем сармат-алансен те пур[8][9].
Тюрк (тĕрĕк) теорийĕ
тӳрлетПăрттассене тĕрĕк чĕлхиллĕ, атăлçи пăлхарĕсемпе тăванлă тесе йышăнаççĕ (М. З. Закиев, А. М. Орлов, А. Х. Халиков)[10][11].
Финн-укăр теорийĕ
тӳрлетП. Голден шухăшĕпе, пăрттассем финн-укăр массивне кĕреççĕ, мишарсен тата мăккшăсен несĕлĕсем пулаççĕ (А. П. Новосельцев). Теори тăрăх, вĕсене хулаш археологи культурипе çыхăнтараççĕ[1][12].
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Советская энциклопедия.Шаблон:Публикаци/страницы — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] ; т. 4).
- ^ Алихова А.Е. К вопросу о буртасах / / Советская этнография. - 1949. - № 1.
- ^ Заходер Б.Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе, т. 1. - М.: 1962.
- ^ Смирнов А.П. К вопросу о буртасах / / Краеведческие записки (Ульяновский областной краеведческий музей), в. 2. - Ульяновск: 1958.
- ^ https://translate.yandex.ru/?text=burts&from=tabbar&source_lang=lv&target_lang=fi
- ^ Р. Г. Мухамедова Татары-мишари. Историко-этнографическое исследование. — М.: Наука, 1972.
- ^ Афанасьев Г. Е. Буртасы и лесостепной вариант салтово-маяцкой культуры // Советская этнография. — 1985. № 3.
- ^ Галкина Е. С. Тайны Русского каганата М., 2002
- ^ Буртасы // БРЭ. Т.4. М.,2006.
- ^ Халиков, А. Х. К вопросу об этнической территории буртасов во второй половине VIII — начале Х в //Советская этнография. № 5.1985. — С. 161—164
- ^ Пензенская Энциклопедия 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Новосельцев А. П. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа, гл.2, прим.96., гл.4 прим. 186—187.
Вуламалли
тӳрлет- Алихова А. Е. К вопросу о буртасах // Советская этнография. — 1949. — № 1.
- Афанасьев Г. Е. Буртасы // Исчезнувшие народы: Сборник статей (по материалам журнала «Природа») / С. С. Неретина; Ред. П. И. Пучкова; Худож. оформл. Е. Л. Гольдина. — М.: Наука, 1988. — 25 000 экз. — ISBN 5-02-023568-7 (хупл.)
- Закиев М. З. Происхождение тюрков и татар. — Хусан: Инсан, 2002. — ISBN 5-85840-317-4
- Заходер Б. Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе, т. 1. — М., 1962.
- Смирнов А. П. К вопросу о буртасах // Краеведческие записки (Ульяновский областной краеведческий музей), в. 2. — Ульяновск: 1958.
- Хайретдинов Д. З. Ислам в центрально-европейской части России: энциклопедический словарь / Коллект. автор; сост. и отв. редактор Д. З. Хайретдинов. — М.: Издательский дом «Медина», 2009. — 404 с., ил. — (Ислам в Российской Федерации; Вып. 4).
Каçăсем
тӳрлет- Башкирская энциклопедия. Ст. Буртасы 2016 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.