Нитерой
Нитерой (порт. Niterói) — Бразилири муниципалитет, Рио-де-Жанейро штат шутне кӗрет. Рио-де-Жанейро агломерацийӗн пӗр пайӗ. Рио-де-Жанейро экономикӑпа статистика микротӑрӑхне кӗрет. 2007 ҫулта 474 002 ҫын пурӑннӑ. Лаптӑкӗ 129,375 км². Халӑх йышлӑхӗ — 3663,8 ҫын/ҫм².
Муниципалитет
порт. Niterói
|
Хула кун-ҫулӗ
тӳрлетХулана 1573 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче никӗсленӗ.
Статистика
тӳрлет- 2005 ҫулта пӗтӗмӗшле шалти продукт виҫе 6 884 677 пин реалпа танлашнӑ (Бразилири географипе статистика институчӗн даннӑйӗсем тӑрӑх).
- Пӗр ҫын пуҫне пырса тивекен пӗтӗмӗшле шалти продукт виҫи 2005 ҫулта 14 524,57 реалпа танлашнӑ (Бразилири географипе статистика институчӗн даннӑйӗсем тӑрӑх).
- 2007 ҫулта Этемӗн потенциал аталанӑвӗн индексӗн виҫи 0,902 (ПНО аталану программи) пулнӑ.
Географи
тӳрлетГуанабара бухтӑна (унӑн тухӑҫ ҫыранӗнче) кӗнӗ ҫӗрте, Рио-де-Жанейро хулине хирӗҫ вырнаҫнӑ.
Вырӑнти климат: тропикри атлантикӑллӑскер.
Паллӑ вырӑнсем
тӳрлет- Нитероя тӳррех палӑртакан вырӑн — вӗҫекен турилккене асаилтерекен хальхи ӳнер музейӗн тӗлӗнмелле ҫурчӗ — Бразилири пултаруллӑ Оскар Нимейер архитектор ӑсталанӑ ҫуртсенчен пӗри;
- Антониу Паррейрас музейӗ.
Муниципалитет сӑнӗсем
тӳрлет-
Хальхи ӳнер музейӗ
-
Хальхи ӳнер музейӗ – шалта
-
Рио – Нитерой кӗпер
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Нитерой статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |