Николаев Владислав Владимирович
Владислав Владимирович Николаев (7.3.1954, Сĕлескер (выр. Сюлескер), Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — совет, раççей ювелирĕ, медальерĕ, геральдисчĕ, Чăваш Республикин кăкăрçи паллисене тунăскер, РФ ӲП пайташĕ, ЧР геральдикĕсен комиссин пайташĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Чăваш Республикин халăх ӳкерçи.
Владислав Николаев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Николаев Владислав Владимирович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1954, çу, 7 |
Çуралнă вырăн: | Сĕлескер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР |
Пулса тухни: | çĕр ĕçтешĕ |
Гражданлăх: | ССРП |
Вĕренӳ: | И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ |
Стиль: | ювелир, геральдика ӳнерĕ |
Чыславсем: | |
Хисепсем: | Чăваш Республикин тава тивĕслĕ ӳкерçи (1997 ç.), Чăваш Республикин халăх ӳкерçи (2011 ç.), , Чăваш Республикин Патшалăх премийĕ (2007) |
Биографи
тӳрлетВ. В. Николаев 1954 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче чăваш-вырăс çемьинче, Çĕрпӳ районĕнчи Сĕлескер ялĕнче. Çичĕ çул тултарсан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкара пурăнма куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухне открыткăсене, вак укçана, чыславсене, почтă марккисене коллекциленĕ, тĕпченĕ. 1974 çулта, çарти хĕсмете пурнăçласан, Владислав Николаев виçĕ çул БАМ тунă çĕрте, Усть-Илимск ГЭС — Тайшет хушăра ЛЭП-500 туртса электромонтажник пулса ĕçленĕ.
1977 çулта ЧППИ ӳнер-графика факультетне (В. Б. Щербаков патĕнче) вĕренме кĕнĕ. Каярах паллă ӳкерçĕсемпе (Н. П. Карачарсков, П. Г. Григорьев-Савушкин тата ур.) паллашнă, вĕсемпе пĕрле темиçе хутчен те этюдсене ӳкерме çӳренĕ. 1980-мĕш çулсен варринче Николаев ювелир ĕçĕпе (çаплах металпа), медальсемпе тата геральдика паллисемпе хăтланма тытăннă.
Паянкун Владислав Владимирович Чăваш Енре малти медальерсем тата декораци-хушма ӳнерçĕсем хушшинче шутланать.
Пултарулăхĕ
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тĕп хайлавĕсем
тӳрлет- Колье «Хмель». 1995.
- Серебряный знак Почётного члена Союза «Чернобыль». 1996.
- Знак занесения в Книгу Почёта Союза «Чернобыль». 1996.
- Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн кăкăрçи палли. 1996.
- Дарственный ковш «Çул курки — На посошок». 2000. Кĕмĕл, скань, сердолик.
- «Çĕнтерни 60 çул» декораци вази 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. 2000 г. (в соавт. с Ю. В. Жульевым). Собр. ЧГХМ, Чебоксары.
- Чăваш Республики президенчĕн ĕçлĕх тата асăнмалăх палли. 2003.
- «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕ
- «Юратупа шанчăклăх» орденĕ. 2010.
- Паллă мар «Телесериал на Тв3».2017-çу-15.
Чыслани
тӳрлет- «Байкал-Амур магистральне тунăшăн» медаль (1977);
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1997);
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2003);
- Лауреат Государственной премии Чувашской Республики (2007).
- Чăваш Республикин халăх ӳкерçи (2011).
- «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ
Асăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Ювелирных дел мастер // Советская Чувашия. 3.06 2010.
- Наталия Титова. При оружии и наградах // Вишнёвый сад. № 7. 2010.
Каçăсем
тӳрлет- Произведения В. В. Николаева в Чувашском государственном художественном музее 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ..