Вашки Иван Никифорович

Вашки Иван Никифорович, (паспортри хушамачĕ Никифоров, 1914 çул, чӳк, 7, Куснарпуç ялĕ, Шупашкар уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Куславка районĕ, — çуралнă — 2011, авăн, 2, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташĕ(1962[1].

Иван Вашки
Çуралнă чухнехи ят: Никифоров Иван Никифорович
Çуралнă вăхăт: 1914, чӳк, 7
Çуралнă вырăн: Куснарпуç ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Куславка районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 2011, авăн, 2
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш Республики
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи, проза, драма, тăлмач ĕçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Кунçулĕ

тӳрлет

Шупашкар уесĕн (халĕ Куславкка районĕ) Куснарпуç ялĕнче 1914 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă.

1941-1945 çулсенче вăрçăна хутшăннă. Тăван çĕршыв вăрçин орденне (2 степ.), медальсене тивĕçнĕ.

«Ялав», «Тăван Атăл» журналĕсенче, Чăваш патшалăхĕн академи театрĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Чăвашла А.Островский, А.Крон пьесисене, С. Маршак, М. Исаковский тата ыттисен сăввисене куçарнă.

Пурĕ 8 кĕнеке кăларнă. Паллăраххисем:

  • «Пăрлă пĕлĕт айĕнче» (1946);
  • «Сăвăсем» (1957);
  • «Шухăшлаттарчĕ» (1958);
  • «Чун çути» (1973);
  • «Шурă акăш» (1980);

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет