Назым Хикмет Ран
Назым Хикмет Ран (тур. Nazım Hikmet Ran), — турккă сăвăçи, çыравçи, сценарисчĕ, драматургĕ. 1902 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Солоникре çуралнă. 1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
Турци революциллĕ поэзине йĕркелекенĕ.
Пурнаçĕ
тӳрлетАристократ кил-йышĕнче çуралнă. 1917 çулта пичетленме пуçланă. 1919 çулта плевритпе чирлеме пуçлать. 1920 çулта ăна çара кайма юрăхсăр теççĕ, вăл вара Стамбултан Анатолине куçать. 1921 çулта нумай вăхăт хушши Болу хулинче ачасене вĕрентет.
1922 çулта СССРа килет те 1924 çулччен Хĕвелтухăçри ĕçченсен коммунистла университетĕнчи «Экономикăпа общество пурнăçĕ» факультетĕнче вĕренет. Çав çулах коммунистсен партине кĕрет.
1924 çулта Турцине таврăнать те «Айдынлык» (Çутă, Шурампуçлăх) журналта ĕçлеме пуçлать. Çăвăн пекех ытти революциллĕ журналсемпе хаçатсенче те вăй хурать. 1927 çулта хăш-пĕр публикацисемшĕн ăна айăплаççĕ, вăл каллех вара Совет Союзне килет.
1928 çулта «Песня пьющих солнце» (Хĕвеле ĕçекенсен юрри) ятлă пĕрремĕш сăвăсен пуххи тухать. Ку çулах вăл каллех Турцине таврăнать.
1932 çулта «Телеграмма, поступившая ночью» (Каçхине килнĕ телеграмма) сăвăсен пуххишĕн ăна пилĕк çуллаха тĕрмене хупаççĕ, анчах пĕр çултан амнистипе кăлараççĕ. Малалла ăна кашни хут кĕнеке кăлармассерен тĕрмене хупма пуçланă.
1938 çулта ăна 35 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Тĕрмере вăл пурĕ 17 çул ирттернĕ. Термери çулĕсенче çак ĕçĕсене çырнă:
- «Çын панорами» — XX ĕмĕрĕн поэзиллĕ историйĕ;
- «Тĕрмери çырусем» — сăвăсен ярăмĕ;
- «Юрату халапĕ», «Илемлĕ Иосиф» пьессисем.
1950 çулта айăпланине каçарнă. Нумай хушши ĕç тупайман. Ку вăхăтрах ăна çара чĕнеççĕ. Рафик Эрдуран пулăшăвĕпе канашне пула Хура тинĕс урлă Румынине тарать.
1951 çулта СССРа куçнă. Кунта вăл «Рассказ о Турции» (Турци çинчен, 1952), «Чудак» (1955), «А был ли Иван Иванович?» (Иван Иванович пулнă-ши?, 1956) пьессисене çырнă.
1963 çулта Мускавра чĕри тапма чарăнать. Новодевечьи çăвинче пытарнă.
Назым Хикмет тăватă хут авланнă пулнă. Юлашки арăмĕ Вера Тулякова (кинодраматург тата редактор) пулнă. Хитре пулнă, çавна пула хĕрарăмсене питĕ килĕшнĕ. Вăл вилнĕ хыççăн Вера Тулякова ун çинчен «Разговор с Назымом» (Назымпа калаçни) ятлă асаилӳсен кĕнекине кăларнă. Вал турккăлла тухнă.
Ӗçĕсем
тӳрлетНазым Хикметĕн сăввисене Г.Н. Дегтярёв чăвашла куçарнă. Кунта икĕ тĕслĕх.
(Верăна. Назымăн юлашки сăвви) Килсем терĕ мана. Килтĕм... Юлтăм... |
(Vera'ya, Nazım'ın son şiiridir.) Gelsene dedi bana Geldim... Kaldım... |
Эп çунмасан... |
Ben yanmasam... |