Мускат Александрийски
Мускат Александрийски - паллă техĕмлĕ шурă иçĕм сорчĕ.Мускат ушкăнра чи авалхи сорчĕ.Тăван çĕр : Çурçĕр-хĕвелтухăç Африка.Урăх ячĕсем : Зибиббо ( Сицили утравĕ ), Гордо бланко ( Австрали ), Ханеппот ( КАР ), Москатель ( Испани ), Москателлер ( Германи ).Мускат Александрийски сортран чилайăш пылак тата хаярлатнă эрехсем тăваççĕ.
Шултра хулăм хупиллĕ çырлисем симĕс-сарă е янтарь-ылтăн тĕслĕ.Каярах пиçни сорчĕ.Нӳрлĕ вырăнта часах çырлисем пăнтăхса каяççĕ ( милдью чирĕпе ).Мускат ушкăнри иçĕм сортсемчен Мускат Александрийски çырлисем шултăрах, пылакрах.Ку сортран тунă эрехсем техĕмлĕрех пулаççĕ.
Сарăлни
тӳрлетВăтаçĕр тинĕсри çырансемче Мускат Александрийски анлăн сарăлнă.Паян тĕнчере 55 000 гектарсемче Мускат Александрийски ӳстереççĕ.Чи пысăк иçĕм лаптăкĕ Чили тата Марокко çĕршывсемче :
Паха эрехсем
тӳрлет- Итали :
- Пантеллерия утравсем - иçĕм çырлисем типĕтсе десертлă эрех тăваççĕ ;
- Асти тăрăхĕ - чашкăракан эрехсем тăваççĕ ;
- Греци :
- Лемнос утравĕ ;
- "Метакса" хаяр алкоголь ĕçми тăвакансем Мускат Александрийски сортран тунă эрех хутăштараççĕ ;
- Испани : Малага тăрăхĕ ;
- Португали : Сетубал тăрăхĕ ;
- Чили тата Перу : Писко хаяр алкоголь ĕçми Мускат Александрийски сортран пăслан-тарса тасатса тăваççĕ.