Писко
Писко - ( Pisco ) - хаяр ( 38-43 % ) иçĕм алкоголь ĕçми.Кечуа халăх чĕлхирен "писко" - "вĕçнĕ кайăк" куçарма пулать.Писко Перу тата Чили çĕршывсемче тăваççĕ.
Писко Чили
тӳрлетЧили кашни çул яхăн 40 млн литр писко кăларать.Ку шутран 12 % кăна урăх çĕршывсемре сутаççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
тӳрлет1986 çулхи сакунпа писко тума ирĕк панă иçĕм сорчĕсем : Мускат, Торронтес тата Педро Хименес.Иçĕм çырлисем нарăс уйăхра пуçтараççĕ.
Писко тăрăхсем
тӳрлетЧилире иккĕ писко тăвакан тăрăхсем ( zona pisquera ) : Атакама ( Atacama ) тата Кокуимбо ( Coquimbo ).Пĕтĕм иçĕм пиллĕк айлăмсемче ӳстереççĕ : Элки ( Elqui ),Чоапа ( Choapa ),Копиапо ( Copiapo ),Лимари ( Limari ) тата Вальнар ( Vallenar ).Айлăм ячĕсем часах кĕленче этикеткинче курма пулать.
Технологи
тӳрлетАлсемпе пуçтарса иçĕм çырлисене хурçă валашкире ватаççĕ.12 кун ăсла йӳçет.30 кун каннă хыççăн ăсла пысăк пăхăр юхтармалли савăтра ( куб ) пĕр хут пăслан-тарса тасатаççĕ.Шывпа хуштарма юрамасть.Пулнă 38-43 % хаярлăхпа ĕçми юман пичкере усравлаççĕ.Писко усравланă вăхăчĕпе классификаци панă :
- pisco tradicional - иккĕ уйăх пичкере усравланă писко, 30-33 % хаярлă ;
- pisco especial - 4 уйăх, 35 % хаярлă ;
- pisco reservado - 6 уйăх, 40 % хаярлă ;
- gran pisco - 10 уйăх, 45 % хаярлă.
Чилире чилайăш 35 градуслă Pisco especial тăваççĕ.
Писко Перу
тӳрлетПеру , Чилипе танлашсан, писко сахалрах тăвать - 1.5 млн. литр кăна.Ку шутран 100 пин литр ытла урăх çĕршывсемче сутаççĕ.Юлнă "арăслан пайĕ" перуанецсем ĕçеççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
тӳрлетМалтанах перуанецсем писко Квебранта иçĕм çырлисемчен тунă.Паян техĕмлĕ писко Мускат, Альбильо тата Торонтель сортсемчен тăваççĕ.Тĕрлĕ сортсемчен тĕрлĕ писко пулать :
- Puro ( "Таса" ) - Квебранта ;
- Aromatico ( "Техĕмлĕ" ) - Мускат, Альбильо тата Торонтель ;
- Acholado ( "Хутăшнă" ) - Квебранта,Торонтель тата Мускат ;
- Mosto verde ( "Симĕс ăсла" ) - йӳçĕхсе çитмен ăсла пăслантарса тасатаççĕ.Чи çемçе, чи хаклă писко.
Писко тăрăхсем
тӳрлетПерура пиллĕк писко тăвакан енсем ( ) : Лима ( Lima ), Ика ( Ica ), Арекипа ( Arequipa ), Мокегуа ( Moquegua ) тата Такна ( Tacna ).
Технологи
тӳрлетИккĕ эрне йӳçĕхнĕ ăсла пĕр хут пăслантарса тасатаççĕ.Пулнă хаяр алкоголь ĕçми ( яхăн 42 % ) хурçă пичкере 3-6 уйăх усравлаççĕ.
Каçăсем
тӳрлет- "Писко Капель" компани официалнăй сайчĕ 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.