Марков Никифор Николаевич
Марков Никифор Николаевич (1916-1997) — касăри, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Мари Элăн Чăваш Утарĕ ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Марков Никифор Николаевич | |||||
Ӳкерчĕк:Markov NN-VOV.jpg | |||||
Çуралнă вăхăт | 10 пуш 1916 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Чăваш Утарĕ Звенигово районĕ Мари Эл РСФСР | ||||
Вилнĕ вăхăт | 11 çурла 1997 | ||||
Вилнĕ вырăн | Пашково Наро-Фоминск районĕМускав облаçĕ Раççей | ||||
Пăхăнулăх | ССРП | ||||
Çар ăрачĕ | пехота | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1944 | ||||
Хисеп | |||||
Чаç | 236-мĕш стрелоксен дивизин 496-мĕш уйрăм разведка роти | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
ССКП ретне 1945-мĕш çулта кĕнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет5 класс, ФЗУ тата Чулхулари шыв транспорчĕн инженерĕсен рабфакĕн 2 курсне пĕтернĕ. Атăл çинче матрос, каярах Звенигово хулинчи «Красный Волгарь» карапсен юсакан заводăн столовăйĕнче калькулятор пулса ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çарта 1939-мĕш çултан. Фронтра - 1942-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнчен.
236-мĕш стрелоксен дивизин 496-мĕш уйрăм разведка роти разведчикĕ Никифор Марков кĕçĕн сержант 1943-мĕш çулхи авăнăн 26-мĕш каçхине Украинăри Днепропетровск облаçĕн Тури Днепр районĕн Сошиновка сали патĕнче разведка ушкăнĕнче Днепр урлă каçать.
Плацдарăмри çапăçусенче тăшманăн 8 салтакне, 1 офицера пĕтерет, алă пулеметне ярса илет. Çав çулхи пĕр çапăçура Марков йывăр аманать, нумай вăхăт сывалать. Госпитальтен тухсан ăна демобилизацилеçĕ.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 01.11.1943 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Хусанта ĕçлесе пурăннă, 1952-мĕш çултан Наро-Фоминскра пурçăн комбинатĕнче пенси тухиччен ĕçленĕ.
1997 çулхи çурлаăн 11-мĕшĕнче Мускав облаçĕ Наро-Фоминск район Пашково паççулкинче вилнĕ.
Чыслани
тӳрлет- Ленин орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетМарков Никифор Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Чăваш энциклопедийĕ
- Герои Советского Союза — наши земляки(ĕçлемен каçă).
- Опубликованная история о героях войны 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ..
- Марков Никифор Николаевич.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
.