Юрнă районĕ

(Мари Элĕн Юра районĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Юрнă райо́нĕ (туçи мар. Йӱрнӹ кымдем[5], çаран мари Йӱрнӧ кундем, выр. Юринский район)  — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн анăçĕнче, Атăлăн сулахай енче вырнаçнă.

Юрнă районĕ
туçи мар. Йӱрнӹ кымдем
çаран мари Йӱрнӧ кундем
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Мари Эл Мари Эл
Администраци центрĕ Юрнă хеп
Йĕркеленĕ вăхăт 1924
Район администрацин пуçлăхĕ Шихова Марина Евгеньевна[2]
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Морозов Анатолий Николаевич[3]
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2016)
7496
(1,1 %)
Йышлăх 3,67 çын/çм²
Конфесси йышĕ христиансем
Лаптăк 2040,15[4] çм² (5-мĕш вырăн)
Юрнă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83632
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Марий Эл республики

Администраци центрĕ — Юрнă хула евĕр паççулкă.

Район лапăкĕ 2154 çм² е 215400 га.

Мари Эл республикин картти

Тавралăхĕ

тӳрлет

Атăлăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Чулхула облаçĕн Воскресенски тата Воротынски районĕсемпе, тухăç енче Мари Элĕн Килемар тата кăнтăр енчен Туçи Мари районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Атăл юппи Ветлуга района иккĕне çурать.

Район çĕрĕ тăрăх çаплах Ветлуга, Люнда, Дорогуча шыв юхать. Республика чылай пĕчĕк юхан шывпа, кӳлĕпе пуян.

Район тытăмĕ, халăх йышĕ

тӳрлет

2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районра 10 800 çын пурăннă. Нумай вырăссем пурăнаççĕ, çармăссем те чылай.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Района 1924 çурла, 28 йĕркеленĕ.

Район хуçалăхĕ

тӳрлет

Çутçанталăк янтă управĕсем

тӳрлет

Район çĕрĕ тăрăх Атăл, Ветлуга, Люнда, Дорогуча шывсем юхаççĕ. Пĕчĕк юханшыв, кӳле чылай.

Чĕрĕ пуянлăх шутĕнче: торф, тăм, хăйăр (Марьино тата Зиновьев чĕруправĕсем).

Районăн 75% ытла территорине хутăш вăрман хуплать, çĕр пичĕ тӳрем.

Промăçлăхĕ

тӳрлет

Промăç предприятисем йывăç касаççĕ, вутă, ĕç йывăç материалĕ сутаççĕ, торф кăлараççĕ.

Этеплĕх, çутĕç

тӳрлет

Çутĕç

тӳрлет
  • 5 вăтам шкул
  • 4 тулли мар вăтам шкул
  • 9 пуçламăш шкул
  • ПТУ-31.

Этеплĕх

тӳрлет
  • Районăн тĕп тата ача-пăча библиотеки, кĕвĕ шкулĕ.
  • Истори ӳнерлĕх музейĕ.

Палăкĕсем

тӳрлет
 
Шеремет карменĕ. Юрнă.
  • Кил йăви архитектура палăкĕ «Шеремет карманĕ»
  • Михаил-Архангел храмĕ
  • Район территоринче пурĕпе:
    • 59 археологи палăкĕ
    • 21 истори палăкĕ
    • 13 архитектура палăкĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет