Максимов Исайя Максимович
Максимов Исайя Максимович, — чăвашран тухнă чи малтанхи математиксенчен пĕри, физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1889 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Уйкас Янасал ялĕнче çуралнă. 1976 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Максимов Исайя Максимович | |
Максимов Исайя Максимович | |
Çуралнă вăхăт: | 1889, çу, 20 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Уйкас Янасал, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (Халĕ — Чăваш Енĕн Муркаш районĕ), Раççей Патшалăхĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1976, нарăс, 23 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | Математика |
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | Н. Н. Лузин |
Паллă вĕренекенсем: | Г. Н. Волков |
Паллă: | И. М. Максимов ячĕллĕ стипеди (1999-мĕш çултанапа, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ) |
Чыславсемпе парнесем |
|
Исайя Максимов 1914-мĕш çултанпа Хусан университечĕ çумĕнчи физика-математика пĕрлĕхĕнче тăнă. Ăна «1941-1945 çç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă.
Кунçул
тӳрлетМăн Чурашри пуçламăш классен вĕрентевçисене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан Хусанти тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Пурне те тĕплĕн, тарăн пăлме тăрăшакан çамрăк семинарире мĕн вĕрентнипе çырлахма пултарайман: аслă математика кĕнекисене хăй тĕллĕн нумай вуланă. «Кунпа пĕрлех хăй тĕллен малтан нимĕç, унтан француз, юлашкинчен акăлчан чĕлхисене вĕренме пуçăнтăм. Хамăн ĕçре ку мана нумай пулăшрĕ», — тесе çырнă вăл автобиографийĕнчĕ.
1914 çулта Хусан университечĕн типолитографийĕнче Исайя Максимовăн «Хисепсен теорийĕн хăшпĕр ыйтăвĕсене аналитикăлла шутлани» ятлă пĕрремĕш тĕпчев ĕçĕ пичетленсе тухнă.
1927 çулта Исайя Максимович экстерн йĕркипе Хусан университечĕн математика уйрăмĕнчен, 1930 çулта Мускав университечĕ çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчăн аспирантуринчен вĕренсе тухнă. 1947 çулта Хусан университетĕнче «Функцисене татти-сыпписиррĕн урăхла сăнарланисем çинчен» темăпа диссертаци хӳтĕлесе физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетИсайя Максимович Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика кафедринче ĕçленĕ (1930-1949, 1957-1960), çав вăхăтрах математика ăслăлăхĕн чылай ыйтăвĕпе интересленсе тĕпчевсем тунă, вĕсене хамăр çĕршывра та, ют çĕршывсенче те (Польшăра, Францире, Голландире, АПШра, Румынире) пичетлесе кăларнă. Хăйĕн ĕçĕсене вăл вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла çырнă, çавна пула унăн тĕпчевĕсемпе ют çĕршыв специалисчĕсем паллашма пултарнă.
Исайя Максимовичăн 27 тĕпчев ĕçĕ пичетленсе тухнă[1], тепĕр 10 ĕçĕ алçырăвĕ халлĕн упранать.
Кăсăклă фактсем
тӳрлетХăшпĕр хыпарсем тăрăх, Исайя Максимович ăслав докторĕ пулса тăма та пултарнă. Анчах та ăна хай Н. Н. Лузин вĕренекенĕ пулни чăрмантарнă (лешне вара 1930-мĕш çулсенче халăх тăшманĕ тесе айăпланă, «Лузин ĕçĕ» текен япала шутласа кăларнă).
- Теория двучленных сравнений с простым модулем и первообразных корней // Известия Физико-математического общества при Казанском университете. Казань, 1915;
- Алгебра знакопостоянных чисел // Известия Физико-математического общества и Научно-исследовательского института математики и механики при Казанском университете. 3 серия, том. X Казань, 1938;
- О некоторых теоремах, относящихся к четвертой проблеме Н.Н.Лузина // Ученые записки ЧГПИ, вып.7. Чебоксары, 1959;
- Моя жизнь. Из воспоминаний И.М.Максимова // Педвузовец. 1999. 2 июня.
- Prace Mat.-Fiz. 43, 241-265 (1936)
- C. R. Acad. Sci., Paris 205, 1038-1040 (1937)
- Bull. Am. Math. Soc. 45, 264-268 (1939)
- Compos. Math. 7, 201-213 (1939).
- Bull. Sci. math. (2) 64, 116-121 (1940).?
- Bull. Sect. Sci. Acad. Roum. 22, 384-389 (1940).
- Ann. Math. (2) 41, 321-327 (1940).
- Bull. Sect. Sci. Acad. Roum. 22, 384-389 (1940).
- Ann. Math. (2) 41, 321-327 (1940)
- Bull. Sci. Math., II. Ser. 64, 116-121 (1940).
- Tohoku Math. J. 47, 237-250 (1940)
- Bull. Am. Math. Soc. 46, 543-550 (1940).
- Tohoku Math. J. 48, 34-42 (1941).
- Tohoku Math. J. 48, 292-306 (1941).
- Tohoku Math. J. 48, 307-311 (1941).
- Am. J. Math. 65, 161-170 (1943).
- Ann. Math. (2) 44, 90-92 (1943).
- Ann. Scuola Norm. Super. Pisa (2) 12 (1943),
Каçăсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- В.П.Захаров, Д.Д. Ивлев. Замечательный математик. // Вестник Чувашской Национальной академии. №1. Чебоксары, 1993;
- Д. Ивлев, В.Захаров. Талантливый самородок-математик // Советская Чувашия, 1987, 20 февраля.
- Мерлина, Надежда Ивановна (доктор педагогических наук, зав. кафедрой). Чувашскому математику И. М. Максимову - 120 лет : [очерк, посвященный 120-летию со дня рождения чувашского математика И. М. Максимова] / Надежда Ивановна Мерлина // Ульяновец. - 2009. - 7 мая. - С. 6. - Прилагается список основных трудов И. М. Максимова
- Мерлина Н. И. ПЕРВЫЙ ЧУВАШСКИЙ ПРОФЕССИОНАЛЬНЫЙ МАТЕМАТИК (к 120-летию со дня рождения И. М. Максимова). 2010. Математика в высшем образовании № 8
- Васильев В. П. Страницы истории. И. М. Максимов // Народная школа. 2000. № 4.
Исайя Максимовпа çыхăннă ытти ĕçсем
тӳрлет- Дело академика Н. Н. Лузина / Под ред. С. С. Демидова, Б. В. Левшина. — СПб., 1999.
- Ожигова Е. П. Развитие теории чисел в России. — Л.: Наука, 1972.
- Математика в СССР за 30 лет. 1917–1947. — М. – Л.: ГИТТЛ, 1948. 1044 с.
- Математика в СССР за 40 лет (1917–1957). — М.: ГИФМЛ, 1959. Т. 2. 819 с.
- Математика в СССР 1958–1967. Т. 2. — М.: Наука, 1970. 762 с.
- История отечественной математики (в 4-х томах).
- Марков А. С. Полвека служения высшей школе. Воспоминания. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2005. 232 с.
Исайя Максимов пирки чăвашла çырнă статья
тӳрлет- Захаров В. П., Ивлев Д. Д. Халăхран тухнă талант // “Коммунизм ялавĕ” хаçат, 7, май, 1989 ç.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Н. И. Мерлина кăтартнă тăрăх.
- ^ Пичетленнĕ ĕçсен пĕр йышĕпе В. П. Захаров (1930-2004) математикăн килти архивĕнчи материалсем тăрăх паллашма май пулнă.
- ^ К заметке "Дело Лузина и публикации советских математиков за рубежом после 1936 года http://www.mat.univie.ac.at/~neretin/misc/luzin/luzin-publications.html