Мажуков Алексей Сергеевич

Мажуков Алексей Сергеевич, 1936, нарăс, 10, Çĕмĕрле ялĕ, Чăваш АССР — 2011, çĕртме, 28, Мускав) — совет композиторĕ, дирижёрĕ.
Алексей Сергеевич Мажуков | |
Çуралнă вăхăт | 1936, нарăс, 10 |
---|---|
Çуралнă вырăн |
Çĕмĕрле (Çĕмĕрле районĕ), Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт | 2011, çĕртме, 28 |
Вилнĕ вырăн | Мускав, РФ |
Патшалăх |
![]() ![]() |
Профессисем | СССР, Раççей дирижёрĕ, композиторĕ |
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1996).
Пурнăçĕ
тӳрлет1936 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти юрă-кĕвĕ училищинче, Сарăтури (1959) тата Мускаври (1962, Ю. А. Шапорин композици класĕ) консерватириĕсенче вĕреннĕ.
Дирижер тата композитор-аранжировщик пулса эстрада оркестрĕсенче ĕçленĕ.
Пултарулăхĕ
тӳрлетАлексей Мажуков кĕвĕ хывнă юрисене Э. Хиль, А. Пугачёва, И. Кобзон, С. Ротару, И. Понаровская, Н. Гнатюк юрланă хыççăн палла тухнă. Çавăн пекех Мажуков Алексей кинопа телефильмсем валли кĕвĕсем çырнă. Тĕслĕхрен, «Тахçан Калифорнинче» ("Когда-то в Калифорнии"), «Гаврилов механикăн юратнă хĕрарăмĕ» ("Любимая женщина механика Гаврилова") тата ыттисем.
Мажуков кĕввипе Чăваш Академи театрĕнче В. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» ("Виндзорские проказницы") комедине лартнă, В. Смирнов сăввипе «Чăваш Ене халалласа» ("Ода Чувашии") çырнă. Шăпах çак чăнлавсем ĕнтĕ ăна "чăваш композиторĕ" теме май параççĕ.
Хăшпĕр паллă юррисем
тӳрлет- А музыка звучит (Н. Зиновьев), София Ротару юрлать
- В снегах потеряны тропинки (В. Харитонов), исп. Муслим Магомаев
- Возьми меня с собой (М. Танич), исп. Анне Вески
- Всё до поры (Л. Васильева, исп. Нина Бродская)
- Вспоминайте, люди (В. Харитонов), исп. Юрий Богатиков
- Гордая песня (А. Митников), исп. Екатерина Шаврина
- Красная стрела (Н. Зиновьев), исп. София Ротару
- Мечты-мечты (А. Пушкин), исп. Муслим Магомаев
- Музыка любви (А. Поперечный), исп. Ирина Понаровская
- Молодость моя (М. Цветаева), исп. Людмила Гурченко
- Наша биография (А. Монастырёв, О. Писаржевская), исп. Михаил Чуев
- Наша жизнь (И. Шаферан), исп. София Ротару
- Нам рано жить воспоминаниями (В. Меньшиков), исп. Эдита Пьеха
- Очень хорошо (Д. Усманов), исп. Алла Пугачёва
- Снегопад (А. Монастырёв, О. Писаржевская), исп. ВИА «Музыка»
- Ты снишься мне (И. Шумаков), исп. Алла Пугачёва
Композиторăн фильмографийĕ
тӳрлет- 1963 — Короткие истории
- 1972 — Горы зовут
- 1976 — Когда-то в Калифорнии
- 1976 — Мартин Иден
- 1976 — Мы вместе, мама
- 1977 — Кошка на радиаторе
- 1977 — Портрет с дождём
- 1978 — Искушение
- 1978 — Дима отправляется в путь
- 1979 — Летние гастроли
- 1980 — Где ты, любовь?
- 1981 — Любимая женщина механика Гаврилова
- 1985 — Горький можжевельник
- 1986 — Джигит всегда джигит