Львов Платон Захарович
Платон Захарович Львов (Лява Платтунĕ, 1892 çул, чӳк, 30, Чăваш Ен, Вăрнар районĕ, Хăмăш ялĕ — 1941 çул, ГУЛАГ), — чăваш журналисчĕ, прозăçĕ, тăлмачĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ[1].
Лява Платтунĕ | |
Çуралнă чухнехи ят: | Львов Платон Захарович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | чӳк, 30, 1892 |
Çуралнă вырăн: | Хăмăш ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Вăрнар районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1941, çĕртме, 12 |
Вилнĕ вырăн: | ГУЛАГ |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçĕ тата журналисчĕ |
Пурнăçĕ
тӳрлет1892 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Хăмăш ялĕнче çуралнă.
Тивĕшри икĕ класлă шкулта, Бирскри вырăс мар халăхĕсен вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1917 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа — эсер, 1918 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа - сулахай эсер, 1918 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа — ПКП(б) пайташĕ.
«Канаш», «Хыпар» хаçатсен редакцисенче ĕçленĕ. Лява Платтунĕ чăваш патшалăх издательствине никĕслекенсенчен пĕри, унăн ертӳçи (раштав, 1922 — çĕртме, 1927).
1922-1927 çулсенче издательство директорĕ, «Чăваш Ен» хаçатăн редакторĕ пулса ĕçленĕ.
1937 çулта репрессине лекнĕ, 1941 çулта тĕрмере вилнĕ.
1955 çулта таса ятне тавăрнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетСăвă, калав, фельетон çырнă. Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Молодость в Красной Армии» (Хĕрлĕ Çарти çамрăклăх);
- «История Красной Армии» (Хĕрлĕ Çар историйĕ).
Çар историйĕ кĕнекисене чăвашла куçарнă.
Вуламалли
тӳрлет- Эльгер С.В. Когда рассеялся кошмар. Шупашкар, 1994, с. 377
- Государственный архив современной истории Чувашской Республики Дело Заведующего Чувашским госиздательством Львова П.З. Фонд 1, опись 22, дело 560а.
- Хыпар // 1924, 22 февраля.
- Научный архив Чувашского государственного института гуманитарных наук (НА ЧГИГН). Личное дело Львова Платона Захаровича. Отд. II, ед. хр. 1366.
- Государственный исторический архив чувашской Республики (ГИА ЧР). Постановления СНК ЧАССР, приказы Главлита РСФСР, циркулярные указания Чувашглавлита с 01.01.1933 по 31.12.1936 г. Фонд 1245, опись 1, дело 2.
- Буржуазные националисты и их покровители» // Красная Чувашия, 1937. 21-го сентября.
- ГИА ЧР. Дело Львова П.З. Фонд 2669, опись 2, дело 2811,2812.
- Коричев С.А. Первые шаги. (Воспоминания о первых годах Советской власти в Чувашии). Чебоксары, 1969, стр. 17-18.
- Отрыванов С.Г. Приговорён на гибель. Чебоксары, 2013.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Вот уже целый век «Советская Чувашия» со своими читателями(ĕçлемен каçă)
- Платон Захарович Львов – общественно-политический деятель, подвергавшийся репрессиям(ĕçлемен каçă)
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |