Лымарев Александр Андреевич
Александр Андреевич Лымарев (кăрлач, 18 1983 çур.) — раççей кинопа театр актёрĕ.
Александр Лымарев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Александр Андреевич Лымарев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1983, кăрлач, 18 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, СССР |
Гражданлăх: | Раççей |
Професси: | актёр |
Карьера: | 2003 — хальхи кунсем |
IMDb: | ID 2376844 |
Кун-çулĕ
тӳрлетСаша 1983 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Пиллĕк çултанах степ ташшипе хăтланнă. Унăн пĕрремĕш верентӳçи ват кукаçи — РСФСР халăх артисчĕ Сергей Александрович Русанов.
1993 çулта Александр Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Иванович Кирсанов патĕнче степ ташлама вĕренет. 1996 çулта Европăри степ чемпионатĕнче Александр бронза медале çĕнтерсе илет. Ку унăн пĕрремĕш ăнăçăве пулать. 1997 çулта Александр Лымарев тата Кирсанов патĕнче вĕренекен Антон Молотков «Братья ПарАвозовы» степ-дуэт йĕркелеççĕ. Çичĕ çул хушши вĕсем хăйсен программипе Мускавăн каçхи клубĕсенче ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш вĕсем «Тропикана» ресторанра пуçлаççĕ.
В. И. Кирсанов канашĕпе, Александр 15 çултанпа тимлĕнех театр училищине кĕме хатĕрленме тытăнать. Гуманитари колледжран вĕренсе тухсан вăл Тĕнчери славян институчĕн актёр факультетне, Ю. М. Авшаровăн курсне пĕлӳ пухма кĕрет. 1-мĕш курса вĕçлесен Александра Родион Овчинников ăна Б. Щукин ячĕллĕ театр училищине хăйĕн курсне чĕнет.
Пуларулăх ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет2003 çулта, тăваттăмĕш курсра вĕренекенскер, Александр Леонид Марягин режиссёрăн «Здравствуй, столица!» фильмĕнче Сева Мокшин тĕп рольне сăнарлать. Çав çултах Александр Лымарев криминаллă «Медовый месяц» мелодрамăра тĕп роле вылять. Ăнчах та çамрăк актёр 2004 çулта РЕН-ТВ телеканалра «Солдаты» сериалта Михаил Медведев салтака выляса паллă пулать. 2006 çулта украин режиссёрĕн Александра Кириенкăн «Сăрă тӳпе» фильмĕнче Марк Задуха Киев кĕпернетĕрĕн ывăлĕн тĕп рольне вылять. 2007 çултанпа Александр А. Арбузов пьесипе хатĕрленĕ «Ватă Арбатăн юмахĕсем» спекталĕнче вылять, 2009 çултанпа «Самая, самая» пьесинче тăрăшать. А. Лымарев «Барин, пора жениться» спектакльте хевтелет. Кунсăр пуçне вăл фотографипе, компьютерпа тата графикăпа кăсăкланать.
Фильмографи
тӳрлет- 2003 — Здравствуй, столица! — Сева Мокшин
- 2003 — Медовый месяц — Женя
- 2003 — Пятый ангел
- 2004 — Солдаты-1, -2 — рядовой/кĕçĕн сержант/сержант Михаил Медведев
- 2005 — Аэропорт — растаман Алик'
- 2005 — Плата за любовь (Аве Мария) — Михаил Лихачев
- 2006 — Солдаты-6, -7, -8, -9, -10 — харпăр усламçă/ Облаç думин депутачĕ Михаил Медведев
- 2006 — Оранжевое небо / укр. Помаранчеве небо — Марк Задуха
- 2006 — Рельсы счастья — Сергей, таракан
- 2006 — Угон — Саня
- 2007 — Возвращение Турецкого — Андрей Черкасов («Граффер» сертийĕ)
- 2007 — Нулевой километр — Костя
- 2007 — Свой-чужой — Егор Якушев
- 2008 — Застава Жилина — Павел Юрьевич Жилин
- 2008 — Божья матерь в кровавых снегах — Илья
- 2008 — Вăйă — Цыбинский, хапхаç
- 2008 — Платон — Антон
- 2008—2010 — Обручальное кольцо - Володя, Гавриловăн малтанхи водителĕ
Парнесем
тӳрлет- Европăри степ чемпионачĕн бронзине тивĕçнĕ (1996)
- Ялтăри VI Мĕнпур тĕнчери продюсер фильмĕсен фестивалĕнче «Чи паха арçын ролĕ» номинацире «Оранжевое небо» илемлĕ фильмри рольшĕн (2006) парнене тивĕçнĕ
- Тĕвер хулин XVI «Çăлтăрлăх» кинофестивалĕн этем пĕрлĕхĕн жюри «Нулевой километр» (2008) фильмри Костя ролĕшĕн «Чи паха арçын ролĕ» номинацире «Ылтăн Çăлтăр» парнене тивĕçтернĕ[1]
Вуламалли
тӳрлет- Ильин А. Александр Лымарев: «Сериал „Солдаты“ мне не нравится сам по себе» // Комсомольская правда в Украине 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. — 2007 ç. çăвăн 25-мĕшĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Кинофестиваль «Созвездие» 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Александр Лымарев 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Знаменитости сайтĕнче
- Александр Лымарев 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. RusКино 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. сайтĕнче
- Александр Лымарев: популярность — это просто недоразумение // Леан-М(ĕçлемен каçă)