Лукьянов Иван Константинович

Иван Константинович Лукьянов (20.1.1889, Ишевкке ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чĕмпĕр районĕ) – 6.3.1952, Хусан, Тутар АССР) – тухтăр, медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1935), патшалăх ĕсченĕ[1].
Лукьянов Иван Константинович | ||
Çуралнă вăхăт: | 1889, кăрлач, 20 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Ишевкке ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чĕмпĕр районĕ) | |
Вилнĕ вăхăт: | 1952, пуш, 6 | |
Вилнĕ вырăн: | Хусан, Тутар АССР | |
Ăсчах степенĕ: | медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ | |
Ăсчах хисепĕ: | профессор (1935) | |
Альма-матер: | Хусанти университет (1918) | |
Чыславсемпе парнесем |
|
Биографи
тӳрлетАчалăхĕ, çамрăк чухнехи пурнăçĕ Шăмăршă ялĕпе çыхăннă. Çав ялти Таисия Ильинична Гурова каланă тăрăх[2], Лукьяновсен килйышĕ ирçесем пулнă. Çав вăхăтрах, Пётр Осиповăн «Элкей таврашĕ» романĕнче ăна Шăмăршă чăвашĕ евĕр калăпланă, Хусанти чăваш çарçыннисен пухăвне хутшăннă пек кăтартнă, Г. Ф. Алюнов хыççăн кайма чĕнекенĕ тенĕ[3].
Хусан университечĕн медицина факультетĕнче пĕлӳ илнĕ (1918). Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тата граждан вăрçине хутшăннă. Улатăр хулин сыватăшĕнче ĕçленĕ.
1921 — 1926 çулсенче ЧАО сывлăха сыхлас халăх комиссариачĕн уйрăмĕн ертӳçи, 1925–26 çулсенче ЧАССР сывлăха сыхлас халăх комиссарĕ.
Ĕçĕсем
тӳрлетТрахомăна профилактикипе, шыв çăлкуçĕсен, тăпрасен характеристикипе 50 яхăн ăслăх ĕç, çав шутра 4 монографи пичетленĕ.
- Трахома в Волжско-Камском крае. Ч., 1925; К вопросу о глазной заболеваемости населения Чувашской автономной области // Профилактическая медицина. 1926. №11.
Чыслани
тӳрлет- Тутар ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1945)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ Иван Саландаев информатор пĕлтерни (комментарисене пăхăр)
- ^ Изоркин, А. Кашни саманан хăйĕн геройĕ. // Тăван Атăл, 1981, август, 8№ — с.67.