Чĕмпĕр районĕ

Чĕмпĕр районĕЧĕмпĕр облаçĕн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Чĕмпĕр районĕ
Ульяновский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чĕмпĕр Ен
Администраци центрĕ Ишевкке ĕçченсен посёлокĕ
Йĕркеленĕ вăхăт [[]]
Район администрацин пуçлăхĕ Кузянин Александр Николаевич
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ Архипова Маргарита Константиновна
Официаллă чĕлхе вырăс
Лаптăк 1273 çм²
Чĕмпĕр районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Администраци центрĕ — ĕçтешсен посёлокĕ Ишевкке.

Район çĕр лаптăкĕ — 1874,0 çм², вăл облаç территорин 5 % пулать. Район çĕрĕ витĕр автомобиль тата чукун çулĕсем хывнă.

Халăх йышĕ

тӳрлет

Районта 58,6 пин çын пурăнать, вĕсенчен хулара — 48 % (28,3 пин çын). Вырăссем 70 % яхăн, чăвашсем —13 %, тутарсем — 11 % ытла, мордвасем — 2 % ытла. 56 пурăнан вырăнĕсенчен 25 чылайрах чăвашсем, 13 — тутарсем, 3 — мордвасем йышанаççĕ.

Районти 56 ялтан 25-ĕшĕнче чăвашсем чи пысăк йыш шутланаççĕ е çавна çывăх тăрăмра тăраççĕ. Анчах та историлле чăваш ялĕсем çук. Историлле тутар тата мордва ялĕсем пур (Çĕнĕ Питенкĕ, Хĕрлĕ Сӳнтĕк, Вышки).

Хуçалăхĕ

тӳрлет

Районти сиплĕ минерал çăлкуçĕсене Унтăр сали çумĕнче тупнă, çавăнти шывпа сиплев ĕçĕсенче Раççейĕн чаплă сывлăх управĕсенче — Ленин ячĕллĕ тата «Дубки» санаторийĕсенче усă кураççĕ. Унтăр минерал шывне «Волжанка» заводра кĕленчĕлесе кăлараççĕ. Çаплах районта çунакан сланец тата торф управĕсем пур, хăйăрлăхсенче кварц хăйăр тăприне тупса кăлараççĕ. Ял хуçалăхĕсенче тырă-пулă, çĕрулми, сĕт-çу, аш-какай, çăм туса илеççĕ.

Музейсем

тӳрлет

Ивановка салинче ача çурчĕнче, 19351940 çулсенче Совет Союзĕн Паттăрĕ А. М. Матросов вĕренсе ӳснĕ. Халĕ кунта А. М. Матросовăн мемориаллă музейĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет