Лисаев Иван Иванович

Лисаев Иван Иванович, (1939 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Хирлӳкасси ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш прозăçи.

Иван Лисаев
Çуралнă чухнехи ят: Лисаев Иван Иванович
Çуралнă вăхăт: 1939, чӳк, 15
Çуралнă вырăн: Хирлӳкасси ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Лисаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1977 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ( 1990 ç.)[1].

Биографи

тӳрлет

Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлӳкасси ялĕнче çуралнă.

Етĕрне педагогика училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕн литература ĕçтĕшĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. Кайран, Шупашкара куçса «Çамрăк коммунист» хаçатра ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех «Ялав» журналăн литература ĕçтĕшĕ, публицистика уйрăмĕн заведующийĕ пулнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пурĕпе 15 кĕнеке пичетрен тухнă, паллăраххисем:

  • «Вĕçет кайăк кăвакал» (1977);
  • «Чӳречерен хурăн шаккать» (1979);
  • «Халал» (1986);
  • «Тивĕç» (икĕ кĕнекепе, 1987, 1989);

Вуламалли

тӳрлет
  • Алексеев, О. Шанăçа çухатманнисем телейлĕ / Осип Алексеев // Ялав. – 1997. – № 6. – С.106–108.
  • Алексеев, О. Шанни–ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр / Осип Алексеев // Хыпар. – 1999. – 26 чÿк.
  • Григорьев, Н. Г. Çунат вĕçевре çирĕпленет / Н. Г. Григорьев // Григорьев, Н. Г. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе. – Шупашкар, 1990. – С. 179–204.
  • Иван Лисаев // Тантăш. – 2000. – № 5–6. – С. 8.
  • Лисаев, И. “Ырă сăнарсем кирлĕ“ / Иван Лисаев ; О. Алексеев калаçнă // Хресчен сасси. – 1999. – 5 нояб.
  • Ялкир, П. Паллă прозаик // Ялкир, П. Хĕрлĕ Чутай çыравçисем / П. Ялкир. – Хĕрлĕ Чутай, 1994. – С. 48.
  • Маркин, П. Ты помнишь, “Товарищ“... / П. Маркин // Чебоксар. правда. – 1999. – 4 нояб. (№ 44). – С. 7.
  • Тимуков, А. Н. Лисаев Иван Иванович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 252.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет