Çаваç Ваççа
Çаваç Ваççа (чăн ячĕ Леонтьев Василий Леонтьевич), (1906 çул, Кивĕ Тутайкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) — 1976 çул, Пучинке ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш сăвăçĕ.
Çаваç Ваççа | |
Çуралнă вăхăт: | 1906 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кивĕ Тутайкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1976 |
Вилнĕ вырăн: | Пучинке ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | Поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Пурнăçĕ
тӳрлет1906 çулта Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă.
Тăлăха юлса ача çуртĕнче ӳçнĕ. Шупашкар рабфакĕнче, Чĕмпĕр педагогика техникумĕнче, Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче, Çĕрпӳпе Патăрьел педагогика училищисенче, Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1976 çулта Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетУнăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче, тата пĕрлешӳллĕ сборниксенче пичетленнĕ: «Вун иккĕре», «Комсомолия», «Çĕр чĕнет», тата ыттисенче.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку çыравçă пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |