Левтина Марье
Левтина Марье (паспортра — Нестерова Алевтина Никитична, 1945 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ, Хурапха ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, публицисчĕ.
2001 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче.
1988 çулта Аслă Октябăре 70 çул çитнĕ ятне халалланă Пĕтĕм союзăн иккĕмĕш халăх пултарулăх фестивалĕн лауреачĕ пулнă. 1991 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш йăпанупа выляв программисене ертсе пыракансемпе исполнительсен конкурсĕн лауреачĕ пулнă.
"Соцсоревнованиĕн çĕнтерӳçи" паллине, хисеп хутне тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
тӳрлет1945 çулхи çурла уйăхĕн 22 Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапха ялĕнче çуралнă.
Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинче вĕренсе тухнă.
Чăваш Республикин ача-пăча театрĕнче, Чăваш Республикин пукане театрĕнче тата Чăваш патшалăх ташăпа юрă ансамблĕнче артистка пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех Томск облаçĕнчи Парабельский РКК-ĕнче халăх театрĕн режиссёрĕ, Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри РККĕн ертӳçи, Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулăн тата Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн хушма пĕлĕвĕн вĕрентӳçи пулса вăй хунă.
Пултару ĕçĕсем
тӳрлетХăйĕн пĕрремĕш "Алина" пьесине 1956 çулта, 4 класра, çырнă. Вăл вăхăтран унăн сăввисемпе пьесисем республикăри хаçăтсемпе журналсенче пичĕтленеççĕ. Юлашки çулсенче вăл сахал мар пьеса çырнă: «Ик айкки те тăвайкки», «Тайăлнă кукамай», «Телейпи», «Аслати авăтсан...» Çавăн пекех нумай сăвă çырнă. Унăн сăввисем çине кĕвĕçĕсем нумай юрă хывнă.
Вуламалли
тӳрлет- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
Каçăсем
тӳрлет- Левтина Марье сăввисем (чăвашла)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |