Лбов Александр Петрович

Александр Петрович Лбов (18.11.186, Чăрăшкасси ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Шупашкар районĕ) — 10.2.1975, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш патшалăх ĕçченĕ, публицисчĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш прокурорĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ орденĕпе чысланă[1].

Александр Лбов
Çуралнă чухнехи ят: Лбов Александр Петрович
Çуралнă вăхăт: 1886, чӳк, 18
Çуралнă вырăн: Чăрăшкасси ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Шупашкар районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1975, нарăс, 10
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП СССР
Ĕçлев тĕсĕ: пĕрлĕх ĕçĕ, журналистика, юстици
Жанр: публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Прокопьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Александр Лбов 1886 çулта чӳкĕн 18-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Чăрăшкасси ялĕнче çуралнă. 1906 çулта Шупашкарта професси паракан вĕрентĕшре пĕлӳ илнĕ. 1908 çулта çамрăк максималист-эсере революционер ĕçĕ-хĕлĕшĕн аресленĕ, 10 çуллăха каторгăна янă. Каторгăра 5 çул ĕçленĕ хыççăн Çĕпĕре янă. 1917 çулта ирĕке тухнă.

1917 çултанпа – сылтăмри эсер. 1918 çулта авăн уйăхĕнче большевиксен партине кĕнĕ. 1917–20 çулсенче «Хыпар» хаçатĕнче ĕçленĕ, Етĕрнери сулахайри эсерсен «Трудовая жизнь» хаçачĕн редакторĕ, РКП(б) Хусан кĕперне комитечĕ çумĕнчи Чăваш секцин председателĕ, «Канаш» хаçатăн редакторĕ, партин вăхăтлă Чăваш обкомĕн пайташĕ, «Известия Ревкома Автономной Чувашской области РСФСР» хаçатăн редакторĕ.

1921–28 çулсенче облаçри революцин вăрçă трибуналĕн председателĕ, юстици уйрăмĕн ертӳçи, юстици халăх комиссарĕ, республика прокурорĕ. «Шупашкарти Çĕр ĕçлекен çуртне чĕртсе яракансем» пирки процесса хатĕрлеме килĕшменшĕн ĕçрен хăтарнă. 1926 çулта Мускавра Юстици халах комиссариачĕ çумĕнчи юристсен курсĕнче вĕренсе тухнă.

1929–37 çулсенче – Чăваш АССР Патпланĕнче, Тутаркасси районĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ, ССРП çĕр ĕçлев халах комиссариачĕ çумĕнчи «Тракторцентрĕнче», Канашри МТС директорĕ пулса ĕçленĕ.

1937 çулта çу уйăхĕнче прокуратура уйрăмĕн пуçиле-шырав пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ, кайран Центрперекеткасси ертӳçи пулнă.

1937 çулта юпа уйăхĕнче Чăваш Енре пулнă тенĕ «эсерсен наци-буржуази организацийĕ» ĕçне хутшăннă, тесе 10 çуллăха тĕрмене хупнă. 1947 çулта юпа уйăхĕнче ирĕке кăларнă, тепĕр хутчен 1949 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче аресленĕ. Красноярск Енĕнче ссылкăра пурăннă. 1956 çулта реабилитациленĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет