Корей Республики
Корей Республики (кӗскетнӗ — КР, кор. 대한민국, 大韓民國) — Тухӑҫ Азири патшалӑх, унӑн паллӑ ят — Кӑнтӑр Корей. Корей ҫурутравӗн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ патшалӑх. Пӗр патшалӑхпа кӑна — Ҫурҫӗр Корейпе — тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет (патшалӑхсем демилитаризациленӗ чикӗпе пайланнӑ). Тинӗспе вӑл Японипе чикӗленет. Ҫӗршыв анӑҫпа — Сарӑ тинӗс, тухӑҫпа — Япони тинӗсӗ, кӑнтӑрпа — Корей пырӗпе Тухӑҫ-Китай тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.
대한민국, 大韓民國 Корей Республики | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | корейле, паллӑ корейле | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Сеул | ||||
Чи пысăк хула | Пусан, Инчхон, Тэгу, Тэджон, Кванджу, Сувон, Ульсан, Чханвон, Коян, Йонъин, Соннам, Пучхон, Чхонджу, Чонджу | ||||
Президент | Юн Сок Ёль | ||||
Премьер-министр | Хам Док Су | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
107 вырăнта 100 449 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2024) - Йышлăхĕ |
29 вырăнта 51 751 065[1] 515,19[1]/км² | ||||
Валюта ячĕ | Кӑнтӑр Корей вони (KRW) | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +09 пуçласа +09 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | КР гимнӗ | ||||
Тетел доменĕ | .kr | ||||
Тел. префиксĕ | +82 |
Патшалӑх лаптӑкӗ — 100 449 ҫм², 2023 ҫулхи пӗлӗмпе халӑх йышӗ — 51 миллион ҫын. Тӗнчери халӑх йышӗпе — 27 вырӑнта, лаптӑкпа — 107 вырӑнта.
Тӗп хула тата чи пысӑк хула — Сеул. Патшалӑх чӗлхи - корейле.
Корей Республики ку пӗрлӗхлӗ (унитарлӑ) патшалӑх, президент республики. Патшалӑх пуҫлӑхӗ президент ятлӑ, ӑна тӳрӗ пӗтӗм суйлавсемпе 5 ҫул ҫине суйлаҫҫӗ. Хальхи Кӑнтӑр Корей президенчӗ — Юн Сок Ёль (2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнчен). Саккун тӑвакан влаҫӗ — Наци пухӑвӗ, унӑн пуҫлӑх — Наци пухӑвӗн ертӳҫи.
Ҫӗршыв 16 администрациллӗ-территориллӗ виҫесене пайланать, вӗсенчен 9 — провинци, 6 — провинци пек метрополи хула, 1 — ятарлӑ статуспа хула (Сеул).
Кӑнтӑр Корей ку моно этнос патшалӑхӗ, корейсем ку ҫӗршывӑн халӑх йышӗ — 95%. Ҫӗршывӑн халӑх йышӗн нумайрахӑшӗ — тӗнсӗр, ыттисем — буддистсем, христиансем.
Аталаннӑ экономикӑпа индустриаллӑ патшалӑх. 2018 ҫулхи ШПП пысӑкӑшӗ - 2,139 триллион АПШ долларӗ. Укҫа виҫи — Кӑнтӑр Корей вони.
Тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи хыҫҫӑн Корей ҫурутравне (кунччен вӑл Япони Империйӗн тӗрӗслесе тӑнинче пулнӑ) ҫурҫӗр (ССРП тӗрӗслесе тӑнипе) тата кӑнтӑр (АПШ тӗрӗслесе тӑнипе) пайсенче пайланӑ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократиллӗ Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнхи Корей вӑрҫи (1950—1953) ҫӗршывӑн пайланнине ҫирӗплетнӗ.
КХДР-пе йывӑр ҫыхӑнусене пула тӗнчери рейтингпе Кӑнтӑр Корейӗн хӗҫ-пӑшал вӑйӗсем ҫиччӗмӗш вырӑнта.
Ят
тӳрлетКорей чӗлхипе Корей Республикин ячӗ — Тэханмингук (кор. 대한민국, 大韓民國). Анчах паллӑрах ят — Хангук (한국, 韓國) е Тэхан (대한, 大韓). Хӑш чухне — Намхан, ку "Кӑнтӑр Хан" пӗлтерет, Пукхан вара — "Ҫурҫӗр Хан" (Ҫурҫӗр Корей) пӗлтерет.
"Хан" сӑмах ку Самхан авалхи ӑру пӗрлешӗвӗсен ячӗ, вӗсем Корей ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ. "Корей" сӑмах Корё патшалӑхӗн ячӗнчен тухнӑ, вӑл 918—1392 ҫулсенче ҫурутравра пулнӑ. "Корё" ят авалхи Когурё патшалӑхӗн ячӗнчен тухнӑ, вӑл Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче, хальхи Китайӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче тата Раҫҫейӗн Тинӗсҫум крайӗн енче пулнӑ.
Географи
тӳрлетКорей Республики Тухӑҫ Азири Корей ҫурутравӗн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Корейрен анӑҫра — Сарӑ тинӗс (Корейре ӑна "Анӑҫ тинӗс" ятлӑ), тухӑҫра - Япони тинӗсӗ (Корейре ӑна "Тухӑҫ тинӗс" ятлӑ), кӑнтӑрта — Корей пырӗпе Тухӑҫ-Китай тинӗсӗ (Корейре вӗсене пӗр ятпа - "Кӑнтӑр тинӗс" ятлӑ).
Ҫӗршыв ландшафчӗ — тури, айлӑмсен ку унӑн территорин 30%.
Унӑн ҫырӑн хӗрринче 3000 утрав пур, анчах вӗсен нумайрахӑшӗ — ҫынсӑр. Чи пысӑк — Чеджудо.
Истори
тӳрлет1945 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр Корейӗн историйӗ американ-совет килӗшӗвӗнчен пуҫланать. Унпа 38 параллельтен кӑнтӑралла Корейӗн пайӗ АПШ юрисдикцийӗн аллинче тата 38 параллельтен ҫурҫӗрелле ССРП аллинче пулӗ.
Ҫӗршывӑн историйӗнче демократипе авторитари тытӑмӗсем пулнӑ. Элтеш ертсе пыни Ли Сын Манӑн Пӗрремӗш Республикӑран пуҫласа хальхи Улттӑмӗш Республика таран.
Пӗрремӗш Республики пуҫламӑшра димократиллӗ пулнӑ, унтан авторитариллӗрех пулса тӑнӑ, унӑн 1960 ҫулта вӗҫчен. Демократиллӗ Иккӗмӗш Республики питӗ вӑрӑм мар пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн ҫар ертсе пыни килчӗ. Виҫҫӗмӗш, Тӑваттӑмӗш, Пиллӗкмӗш Республикӑсем ҫар тытӑмӗпе пулнӑ. Улттӑмӗш Республика демократиллӗ пулса тӑнӑ тата вӑл хальхи пурӑнать.
Кӑнтӑр Корейӗн туса хунин вӑхӑчӗнчен ҫӗршывра вӗренӳ, экономика, этеплӗх аталанаҫҫӗ. 1960 ҫулсенче ҫӗршыв Тухӑҫ Азири чи чухан ҫӗршывсенчен пӗри пулнӑ, анчах халӗ вӑл аталаннӑ промышленоҫ патшалӑхӗ. 1990 ҫулсенчен пуҫласа хульхи таран РК-н поп-мусӑк, телекуравӑн сериалӗсемпе кинематограф ытти ҫӗршывсенче популярлӑрах пулса тӑнӑ.
Политикӑпа патшалӑх тытӑмӗ
тӳрлетПрезидент
тӳрлетКӑнтӑр Корейри патшалӑх пуҫлӑхӗ — президент. 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнчен президент — Юн Сок Ёль, вӑл КР-н 13-мӗш президент.
Парламент
тӳрлетПӗр палатӑллӑ Наци пухӑвӗ (300 вырӑн).
246 депутат мажоритарий системипе, 54 партисен ят-йышӗсемпе суйланать. Депутатӑн срокӗ - 4 ҫул.
Политика партийӗсем
тӳрлетҪӗршыври чи пысӑк партисем:
- Демократиллӗ парти
- Халӑх вӑйӗ
- Тӗрӗслӗх партийӗ
- Халӑх партийӗ
Администрациллӗ пайлану
тӳрлетКӑнтӑр Корей 9 провинци (то), 6 провинци (кванъёкси) евӗрлӗ метрополи хула, 1 ятарлӑ статуспа хула (тхыкпёльси) ҫине пайланать. Вӗсем пӗчӗкрех администрациллӗ-территориллӗ йӗркеленӳсем ҫине пайланаҫҫӗ: хула (си), уес (кун), хула муниципаллӑ тӑрӑх (ку), паҫҫулкӑ (ып), вулӑс (мён), район (тон) тата ял (ри).
№ | Хула/Провинци | Администрациллӗ центр | Лаптӑк, ҫм² |
Халӑх йышӗ, ҫын (2010) |
Йышлӑх, ҫын/ҫм² | |||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Л.Р. Концевич системипе ят | Хангыльпе официаллӑ ят | Ханчапа официаллӑ ят | ||||||
Тхыкпёльси («ятарлӑ статуспа хула»; 특별시; 特別市) | ||||||||
1 | Сеул | 서울특별시 | 서울特別市 | 606 | 9 794 304 | 16 162,22 | ||
Кванъёкси («метрополи хули»; 광역시; 廣域市) | ||||||||
2 | Пусан | 부산광역시 | 釜山廣域市 | 760 | 3 414 950 | 4493,36 | ||
3 | Тэгу | 대구광역시 | 大邱廣域市 | 886 | 2 446 418 | 2761,19 | ||
4 | Инчхон | 인천광역시 | 仁川廣域市 | 965 | 2 662 509 | 2759,08 | ||
5 | Кванджу | 광주광역시 | 光州廣域市 | 501 | 1 475 745 | 2945,60 | ||
6 | Тэджон | 대전광역시 | 大田廣域市 | 540 | 1 501 859 | 2781,22 | ||
7 | Ульсан | 울산광역시 | 蔚山廣域市 | 1056 | 1 082 567 | 1025,16 | ||
Тхыкпёль-чачхиси («ятарлӑ автономипе хула»; 특별자치시; 特別自治市) | ||||||||
8 | Седжон | 세종특별자치시 | 世宗特別自治市 | 465 | 110 377 | 237,28 | ||
То («провинци»; 도; 道) | ||||||||
9 | Чхунчхон-Пукто | 충청북도 | 忠清北道 | Чхонджу хули | 7432 | 1 512 157 | 203,47 | |
10 | Чхунчхон-Намдо | 충청남도 | 忠清南道 | Хонсон уесӗ | 8586 | 2 028 002 | 236,20 | |
11 | Канвондо | 강원도 | 江原道 | Чхунчхон хули | 16 502 | 1 471 513 | 89,17 | |
12 | Кёнгидо | 경기도 | 京畿道 | Сувон хули | 10 135 | 11 379 459 | 1122,79 | |
13 | Кёнсан-Пукто | 경상북도 | 慶尙北道 | Андон хули | 19 024 | 2 600 032 | 136,67 | |
14 | Кёнсан-Намдо | 경상남도 | 慶尙南道 | Чханвон хули | 10 516 | 3 160 154 | 300,51 | |
15 | Чолла-Пукто | 전라북도 | 全羅北道 | Чонджу хули | 8050 | 1 777 220 | 220,77 | |
16 | Чолла-Намдо | 전라남도 | 全羅南道 | Муан уесӗ | 11 987 | 1 741 499 | 145,28 | |
Тхыкпёль чачхидо («ятарлӑ автономипе провинци»; 특별자치도; 特別自治道) | ||||||||
17 | Чеджу-тхыкпёль-чачхидо | 제주특별자치도 | 濟州特別自治道 | Чеджу хули | 1846 | 531 905 | 288,14 | |
Пӗтӗмпе | 99 392 | 48 580 293 | 488,77 |
Экономика
тӳрлетКорей Республики ку экономикӑллӑ аталаннӑ патшалӑх, пӗр ҫын ҫине пысӑк тупӑш. 2022 ҫулхи ватӑ тӳлени уйӑхра ₩4147924,67 ($3089,68)[2][3]. 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1 чи пӗчӗк сехетӗн ӗҫ тӳлени ₩9860 ($7,52) тата уйӑхӑн ӗҫ тӳлени ₩2060740 ($1571,88)[4][5][6][7][8].
Халӑх
тӳрлетКӑнтӑр Корейӗн халӑх йышӗ 52 миллион (2017 ҫул).
Хуласем
тӳрлетКорей Республикин чи пысӑк хулисем | |||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
№ | Хуласем | Регион | Халӑх йышӗ | № | Хула | Регион | Халӑх йышӗ | ||||
1 | Сеул | Ятарлӑ статуспа хула | 9 360 400 [9] | 11 | Йонъин | Кёнгидо | 1 083 456 [9] | ||||
2 | Пусан | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 3 278 280 | 12 | Соннам | Кёнгидо | 916 615 [9] | ||||
3 | Инчхон | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 3 012 997 [9] | 13 | Пучхон | Кёнгидо | 773 689 | ||||
4 | Тэгу | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 2 366 660 [9] | 14 | Чхонджу | Чхунчхон-Пукто | 853 563 [9] | ||||
5 | Тэджон | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 1 439 889 [9] | 15 | Ансан | Кёнгидо | 624 788 [9] | ||||
6 | Кванджу | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 1 412 986 [9] | 16 | Чонджу | Чолла-Пукто | 638 964 [9] | ||||
7 | Сувон | Кёнгидо | 1 196 671 [9] | 17 | Чхонан | Чхунчхон-Намдо | 658 537 [9] | ||||
8 | Ульсан | Тӳрӗ пӑхӑннипе хула | 1 099 866 [9] | 18 | Намъянджу | Кёнгидо | 733 244 | ||||
9 | Чханвон | Кёнсан-Намдо | 1 003 176 [9] | 19 | Хвасон | Кёнгидо | 956 503 [9] | ||||
10 | Коян | Кёнгидо | 1 071 802 [9] | 20 | Анян | Кёнгидо | 548 005 [9] | ||||
Population Census, 주민등록 인구통계 행정안전부, (Халӑх йышӗн статистики, Корейӗн Шалти ӗҫсен министрлӗхӗ) Statistics Korea. 2024 |
Тӗн
тӳрлетКорейри тӗп тӗнсем — традициллӗ буддизм тата христианлӑх. 2003 ҫулхи ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 46% — атеист, 29,3% — христиан, 22,8% — буддист.
Чӗлхе
тӳрлетКӑнтӑр Корейӗн патшалӑх чӗлхи — кӑнтӑр корейле, вӑл уйрӑмлатнӑ чӗлхе.
Этеплӗх
тӳрлетКорей этеплӗхӗ — авалхи тата пуян. Авалхи Корей архитектури питӗ паллӑ. Кӑнтӑр Корейре нумай уявсем, питӗ паллӑ корей апат-ҫимӗҫӗ. Кунта киберспорт спорт пек ҫуралнӑ.
Корей кинематографӗнчи питӗ паллӑ малалла актёрсем Ким Ки Дук, Пак Чхан Ук, Им Квон Тхэк, Пак Кван Су, Ли Кван Мо, Кан Дже Гю, Пон Джунхо, Ли Чхандон.
Вӗренӳ
тӳрлет2008 ҫулта Вӗренӳ министрлӗхӗ тата Ӑслӑлӑхпа техника министрлӗхӗ пӗрлештерсе туса хунӑ Вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата техника министрлӗхӗ. Пӗрремӗш наци астрономиллӗ обсерваторийӗ — Кёнхи астрономи обсерваторийӗ.
Ҫавӑн пек пӑхӑр
тӳрлетАсӑрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Халӑх йышӗ
- ^ Quanto si guadagna in Italia (e all’estero)? La mappa degli stipendi, WeWealth.
- ^ 1. Overview, Taxing Wages 2023 : Indexation of Labour Taxation and Benefits in OECD Countries, OECD iLibrary.
- ^ Minimum wage to be 9,860 won per hour next year, The DONG-A ILBO.
- ^ New minimum wage set at 9,860 won.
- ^ South Korea’s minimum wage set to surpass Tokyo’s — Nikkei Asia.
- ^ Minimum wage in South Korea set for hike in 2024, HRM Asia : HRM Asia.
- ^ Minimum wage — South Korea — WageIndicator.org.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19 тата 20 Население Южной Кореи (кор.) (2024-08-06).
Вуламалли
тӳрлет- Курбанов С. О. История Кореи с древности до начала XXI века. — СПб.: Изд-во С.-Петерб. ун-та, 2009. — ISBN 978-5-288-04852-4
- Ланьков Андрей Николаевич Не только кимчхи: История, культура и повседневная жизнь Кореи. — М.: Альпина нон-фикшн.
- Родригес А. М. § 9—10 Корея. Южная Корея. Северная Корея // Новейшая история стран Азии и Африки, XX век: Учебник для студентов высших учебных заведений: В 3 ч. Часть 2: 1945—2000. — М.: Гуманитарный издательский центр Владос, 2001. — ISBN 5-691-00644-4, ISBN 5-691-00820-X(II)
- Толорая Г. Д. Республика Корея. — М.: Мысль, 1991. — 50000 экз. — ISBN 5-244-00488-3
- Горбунова М. Н.г Корен, М., 1951
- Современная Корея, М., 1971
- Страны мира: Справочник, М., 1999
- Большой энциклопедический словарь, М., 2001.
Каҫӑсем
тӳрлет- Южная корея: Добро пожаловать в Южную Корею! 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сайт Национального собрания(кор.)(акăлч.)
- Семь загадок Южной Кореи
- South Korea profile from the BBC News(акăлч.)