Кушников Дмитрий Алексеевич

Кушников хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Дмитрий Алексеевич Кушников (1850, юпа, 151911, раштав, 20) — ялти тухтăр, Раççей империн патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпĕрнинчен депутачĕ[1].

Дмитрий Алексеевич Кушников

Иккĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1850, юпа, 15
Çуралнă вырăн Караево c., Сăпас уесĕ Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 1911, раштав, 20
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: православи
Парти: Конституциллĕ-демократи
Ĕçлев тĕсĕ: ялти тухтăр, Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕ.

Биографи

тӳрлет

Кушниковсен ăрачĕ Кушник (халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш Ен) ялĕнче Кушников çĕр хуçисем патĕнче тар юхтарса пурăннă[2]. Ашшĕ Хусан Кĕпернин Сăпас усĕнчи Караево ялĕнче (халĕ Никольское, Лайăш районĕ, Тутарстан[2]) сăваплăх хĕсметçи пулса тăрăшнă. Алексей хакал училиинчще вĕренсе тухса хусанти хакал семинарине вĕренме кĕнĕ те 4 курса вĕçлемесĕрех тухса кайнă. Сăваплăх ĕçтешĕ пулма килĕшменшĕн ашшĕ унран пăрăнать, пулăшма пăрахать[3].

1870 çулта Алексей ирĕклĕ вĕренекен пулса тăрать, 1871—1875 çулсенче — Хусан университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ[2]. Пĕр хыпарсемпе, вăл 1875—1878 çулсенче Тухăç Çĕпĕрти Окма ылтăн шыравĕнче тухтăрта тăрăшнă[2][4], теприсемпе, университетра вĕренсе тухсан, унтах ĕçе юлнă тата Хусан пульницисенче вăй хунă[5].

1878—1879 çулсенче Хусан университетĕнче практикăра пулнă та 1879 çулта экзамен тытсан уес тухтăрĕ пулма тивĕçнĕ[2][3][6].

Чĕре хĕстернипе вилсе кайнă.

Пайăр пурнăçĕ

тӳрлет
  • Арăмĕ — ?
    • Ывăлĕ — Пётр (1892—1960), совет вашĕсенче тата техникумĕсенче физикăна вĕрентнĕ, 1937 çулта ăна релятивизм теорипе лекцисем вуланăшăн ĕçрен кăларнă, пурнăçĕ тăршшипе ăна 5 хутчен (1920, 1922, 1930, 1938, 1949) аресленĕ, çав шутра 1938 çулта авăнăн 12-мĕшĕнче персе пăрахма йышăннă, тепĕр çул та 5 уйăх иртсен кăна (17.01.1940) айăпланине 8 çул лагерьте лармалла çине куçарнă[7]

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Çăлкуçсем

тӳрлет
  • Кушников П. Д. Армейский дневник: Осень 1917 года. New York: Chalidze Publications, 1981. (дневник сына)
  • Гусаров Ю. В., Герасимова Н. В. Дмитрий Алексеевич Кушников. // Чувашский гуманитарный вестник: Научный журнал N. 4 /2009. С. 150—169.
  • Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001;
  • Усманова Д. М. Профессора и выпускники Казанского университета в Думе и Госсовете России, 1906—1917. Казань, 2002.

Архивсем

тӳрлет
  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 231; Дело 551. Лист 9.
  • Государственный исторический архив Чувашской Республики. Фонд: 525. Опись: 1, 2. Ед. хранения: 98. Дата: 1870, 1871, 1876, 1883—1907