Культсав
Кульцав[1][2], çавăн пекех Кульццав[3][2] (анчах та чăннипе вăл та, ку та тĕрĕс мар, çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн[4], Культсав[5] темелле) — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи чăн малтан вырăс ялĕ пек никĕсленнĕ пурăнакан вырăн.
Культсав | |
---|---|
Ял | |
выр. Кольцовка | |
Координатсем: Ошибка скрипта: Функции «coordinsert» не существует. | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Федераци субъекчĕ | Чăваш Республики |
Муниципаллă район | Вăрнар районĕ |
Муниципаллă пĕрлĕх | Кульцав ял тăрăхĕ |
Никĕçленнин вăхăчĕ | п/м |
Халăх йышĕ | 421 |
Вăхăт тăрăхĕ | MSK (UTC+3) |
- Çуллахи | MSK+1 (UTC+4) |
Почта индексĕ | 429205 |
Телефон префиксĕ | 83537XXX |
ОКАТО кочĕ | 97210844001 |
Ял ячӗ
тӳрлетҪемен Элкер хӑйӗн «Кушлавӑш уйӗ» очеркӗнче яла «Кольцовка» ятпа палӑртнӑ[6]. Анчах та вăлах «Хĕн-хур айĕнче» поэминче çавна Кульцав тет (орфографие кĕнекене кăларакансем палăртнă, анчах ятăн кĕлетки шăпах çапла)[7].
Кунçул
тӳрлетСĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă[6]
1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕччен Туçа вулăсне кĕнĕ, 1919 çулхи авăнăн 28 Кушлавăш вулăсне, кайран вара, вулăссемпе улăссене пĕтеричченех, каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет. Коротков С. К. Ленин ячĕллĕ колхоз председатĕле пулнă вăхăтра чапĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Колхозра 13 Социаллă ĕç паттăрĕ вăй хунă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=870
- ^ 1 тата 2 Ял пурнӑҫӗ: Максим Дормидонтович ялӗнчи культура ҫуртне юсанӑ (комментарисене те пăхăр)
- ^ Mapcarta Eastern Europe Russia Volga Region Chuvashia Also Known As
- ^ Хупӑ сасӑсем (ОП) Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ. Хупӑ сасӑсен янӑравлӑхӗпе янӑравсӑрлӑхне тата вӑрӑмлӑхӗпе кӗскелӗхне палӑртасси. 11, 12 тата ытти параграфсем
- ^ Тезаурус Лингве Чувашорум (Ашмарин словарĕ)
- ^ 1 тата 2 Çемен Элкер. Кушлавăш уйĕ.
- ^ Хĕн-хур айĕнче :: Улпут хресченĕсем патĕнче
Паллă çыннисем
тӳрлет- Михайлов Максим Дормидонтович — опера юрăçи.
- Коротков Сергей Ксенофонтович — Социаллă ĕç паттăрĕ (икĕ хут).