Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кульццав (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кульцав[1][2], çавăн пекех Кульццав[3][2] (анчах та чăннипе вăл та, ку та тĕрĕс мар, çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн[4], Культсав[5] темелле) — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи чăн малтан вырăс ялĕ пек никĕсленнĕ пурăнакан вырăн.

Культсав
Ял
выр. Кольцовка
Координатсем: Ошибка скрипта: Функции «coordinsert» не существует.
Патшалăх  Раççей Федерацийĕ
Федераци субъекчĕ  Чăваш Республики
Муниципаллă район Вăрнар районĕ
Муниципаллă пĕрлĕх Кульцав ял тăрăхĕ
Никĕçленнин вăхăчĕ п/м
Халăх йышĕ 421
Вăхăт тăрăхĕ MSK (UTC+3)
 - Çуллахи MSK+1 (UTC+4)
Почта индексĕ 429205
Телефон префиксĕ 83537XXX
ОКАТО кочĕ 97210844001

Ял ячӗ

тӳрлет

Ҫемен Элкер хӑйӗн «Кушлавӑш уйӗ» очеркӗнче яла «Кольцовка» ятпа палӑртнӑ[6]. Анчах та вăлах «Хĕн-хур айĕнче» поэминче çавна Кульцав тет (орфографие кĕнекене кăларакансем палăртнă, анчах ятăн кĕлетки шăпах çапла)[7].

Кунçул

тӳрлет

Сĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă[6]

1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕччен Туçа вулăсне кĕнĕ, 1919 çулхи авăнăн 28 Кушлавăш вулăсне, кайран вара, вулăссемпе улăссене пĕтеричченех, каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет. Коротков С. К. Ленин ячĕллĕ колхоз председатĕле пулнă вăхăтра чапĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Колхозра 13 Социаллă ĕç паттăрĕ вăй хунă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Паллă çыннисем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет