Кузюрина Елизавета Владимировна

Елизавета Владимировна Кузюрина (22.2.1915, Мускав — 12.1.2009, Мускав) — театрпа кино совет актриси.

Елизавета Кузюрина
Çуралнă чухнехи ят: Елизавета Владимировна Кузюрина
Çуралнă вăхăт: 1915, нарăс, 22
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 2009 кăрлач, 12
Вилнĕ вырăн: Мускав облаçĕ
Гражданлăх: Раççей империйĕ
ССРП
РФ
Професси: раççей актёрĕ

Биографи

тӳрлет

Елизавета Кузюрина 1915 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Мускавра шăл тухтăрĕ килйышенче çуралнă. 1923 çулта ашшĕпе амăшĕ уйăрăлнă, малашне хĕрача амăшĕпе пĕрле çитĕннĕ. 1929 çулта çичĕ класс шкулĕнче вĕренсе тухнă, 1932 çулта вăтам техника пĕлĕвне паркан шкулта «слесарь-инструментальщик» профессине алла илнĕ, 1932-1933 çулсенче Мускаври 2-мĕш сехет савутĕнче контролёр-автоматчик вырăнĕнче ĕçленĕ, çав хушăрах медаппа курсĕнче вĕреннĕ.

1935 çулта «Межрабпомфильм» киностудийĕ çумĕнчи актёр курсне вĕрнме кĕнĕ, анчах та 1936 çулта студие «Союздетфильма» куçарсан «Мосфильм» студи çумĕнчи шкула куçнă, унта вара 1939 çулта вĕренсе тухнă та «Мосфильма» ĕçе кĕнĕ. 1941 çулта кĕркунне вăрçă Мускав патнех çитнипе, «Мосфильм» киностудипе пĕрле Алма-Атана эвакуациленнĕ, 1943 çулта таврăннă. 1944 (1945?) çулта Киноактёр студи-театрĕн штатĕнче тăнă.

1957 (1959?) — 1983 çулсенче М. Горький ячĕллĕ киностудире ĕçленĕ.

Юлашки çулсеннче Мускав облаçĕнче дачăра, мăнуксем пăхнипе, пурăннă. 2009 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче вилсе кайнă. Мускаври Котляково çăвинче пытарнă.

Пайăр пурнăç

тӳрлет

Елизавета Кузюрина виçĕ хутчен качча кайнă:

  • 1939—1940 çç.: И.Э. Марон — «Зоркий» савучĕн тĕп инженерĕ. Финн вăрçинче пуçне хунă.
  • ?—?. Юрий Домогаров — актёр. Пĕрле сахал пурăннă.
  • 1949(?)—1970. Александр Дмитриевич Андреев — çыравçă, сценарист. Вăхăтсăр вилнĕ.

Фильмографи

тӳрлет

Саскĕртни

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет