Петровка, 38 (фильм)
«Петро́вка, 38» (выр. Петровка, 38) — Юлиан Семёновăн пĕр ятлă повеçĕпе Борис Григорьев режиссёр 1980 çулта çапса илнĕ совет çивĕч сюжетлĕ илемлĕ детектив фильмĕ. Тепĕр çултан унăн малалли фильмĕ - «Огарёва, 6» — тухнă.
Петровка, 38 | |
Петровка, 38 | |
Фильм постерĕ | |
Жанр |
детектив фильмĕ, криминал фильмĕ, экранизаци |
---|---|
Режиссёр | Борис Григорьев |
Сценари авторĕ |
Юлиан Семёнов |
Оператор | Игорь Клебанов |
Композитор | Георгий Дмитриев |
Кинокомпани | М. Горький ячĕллĕ киностуди |
Тăсăлу | 83 мин. |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1980 |
IMDb | ID 0081332 |
Сюжет
тӳрлетМускавра хура куçлăх тăхăннă пуçилевçĕсен группи çынсене чăрсăррăн тапăнса çаратаççĕ. Вĕсене Мускавăн пуçиле йĕрлевĕн ĕçтешĕсем — полковник Алексей Павлович Садчиков, майор Владислав Николаевич Костенко тата аслă лейтенант Валентин Росляков шыраççĕ. Бандитсемпе ăнсăртран çыхланса кайнă çамрăк Лёнька урлă «Чита» тата «Сударь» пуçилевçĕсене ярса илеççĕ, анчах вĕсен пуççи — Прохор — ирĕкре юлать-ха.
Пуçиле йĕрлевçисем Прохора шыраса мускавçум ялне пыраççĕ. Кунта вĕсен Прохора аресленĕ чухне алла хĕçпăшал тытса çăпăçма тивет.
Валентин Росляков йывăр суранланать, ăраскала пула тухтăрсем ăна çăлма пултараççĕ.
Прохор тарма хăтланать, ăна вара Костенко майор хăваласа çитсе тытать…
Рольсем
тӳрлет- Георгий Юматов — Алексей Павлович Садчиков, пуçиле йĕрлевĕн полковникĕ
- Василий Лановой — Владислав Николаевич Костенко, пуçиле йĕрлевĕн майорĕ
- Евгений Герасимов — Валентин Росляков, пуçиле йĕрлевĕн аслă лейтенанчĕ
- Николай Крюков — Аверьян Прохорович, «Прохор», пуçилевçĕ-власовец, рецидивист, банда пуççи
- Михаил Жигалов — Александр Николаевич Ромин, «Сударь», пуçилевçĕ
- Александр Никифоров — Константин Иванович Назаренко, «Чита», пуçилевçĕ
- Николай Ерёменко (асли) — милици генералĕ
- Людмила Нильская — Алёна, спортсменка (шыва вышкăран сикесси )
- Григорий Лямпе — Арно, профессор
- Александр Егоров — Лёнька Самсонов
- Юрий Волков — Алексей Алексеевич Самсонов, отец Лёньки
- Валентина Титова — Людмила Аркадьевна Самсонова, Лёнькăн амăшĕ
- Вацлав Дворжецкий — Лев Иванович, литература вĕрентӳçи
- Юрий Катин-Ярцев — Григорий Иванович, Арно тусĕ
- Владимир Качан — Гаврилов, Надеждăн каччи
- Владимир Смирнов — йĕрлевçĕ апатланура
- Герман Качин — Харитонов, шыва вышкăран сикесси тренерĕ (Юрий Саранцев сасă кĕртнĕ)
- Андрей Юренев — Молочков, отделенире дежурный
- Елизавета Кузюрина — Прохорпа арлă пурăнакан хĕрарăм
- Борис Григорьев — хирург
Пултарулăх группи
тӳрлет- Сценарист: Юлиан Семёнов
- Режиссёр: Борис Григорьев
- Оператор: Игорь Клебанов
- Художник: Ольга Кравченя
- Композитор: Георгий Дмитриев
- Фильм директорĕ: Таги Алиев
Çав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Фильмография писателя Юлиана Семёнова.
- Фильм «Петровка, 38»
- «Петровка, 38»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче Шаблон:Rating
- Национальный кинопортал Фильм. Ру 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.