Совет-финн вăрçи

1918-пе 1944 çулсем хушшинче Совет Раççейĕпе (каярахпа — СССР) Финлянди хушшинче тăватă вăрçă тухнă:

  • Советсемпе финнсем хушшинчи пĕрремĕш вăрçă. Ку вăрçă 1918 çулхи кăрлач уйăхĕн варринче финн отрячĕсем Тухăç Карелине тапăннипе пуçланнă. Официаллă майпа вара вăрçа 1918 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланă. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тарту мирлĕ килĕшĕвĕ ал пусса çирĕплетнипе вĕçленнĕ.
  • Советсемпе финнсем хушшинчи иккĕмĕш вăрçă. Ку вăрçă 1921 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче финнсем Карелине тапăнса кĕнипе пуçланнă. Официаллă майпа ку вăрçă çинчен пĕлтермен. 1922 çулхи пуш уйăхен 21-мĕшĕнче Мускавра РСФСРпа Финлянди правительстви пĕр-пĕрин хушшинче советсемпе финнсем хушшинчи чиккĕ тĕкĕнесси мар пирки килĕшӳ алă пуснă, çапла вара ку вăрçă вĕçленнĕ.
  • Хĕллехи вăрçă. Ку вăрçă 1939 çулхи чӳк уйахĕн 30-мĕшĕнче совет çарĕсем советсемпе финнсем хушшинчи чикĕ урлă каçнипе пуçланнă. 1940 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Финляндипе СССР пĕр-пĕрин хушшинче Мускав мирлĕ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ. Тепĕр кунне вара вăрçă вĕçленнĕ.
  • 1941-1944 çулсенчи советсемпе финнсем хушшинчи вăрçă — Аслă Тăван Çĕршыв вăрçи шутне кĕрекен Финляндипе СССР хушшинчи вăрçă. Ку вăрçă Аслă Тăван Çĕршыв вăрçи пуçланнăранпа виçĕ кунтан пуçланнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Финлянди, Германи ушкăнне кĕрекенскер, СССРа хирĕç вăрçă пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Официаллă вăрçă пуçланичченех советсемпе финнсен çарĕсем пĕр-пĕринпе çапăçусем пуçланă. Ку çапăçусем Гитлер СССРа хирĕç нимĕçсем пуçсăр финнсем те хутшăнни çинчен пĕлтернĕ хыççăн пуçланнă. Вăрçă 1944 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мирлешни çинчен килĕшĕве алă пуснипе вĕçленнĕ. Ку вăрçă вĕçленнĕ самант. Вăрçă вĕçне çитни çинчен пĕлтерекен хута 1947 çулта Парижра алă пуснă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет