Пётр Николаевич Кузьмин (1952, çу, 3, Кивĕ Шелттем ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР2010, çурла, 13, Шупашкар Чăваш Республики) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ, журналисчĕ.

Петĕр Çăлкуç
Çуралнă чухнехи ят: Кузьмин Пётр Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1952, çу, 3
Çуралнă вырăн: Кивĕ Шелттем ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2010, çурла, 13
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш Республики
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, тăлмачĕ тата журналисчĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
кузьмин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ парне лауреачĕ (2001), РФ ЖП Хисеплĕ грамотипе чысланă (2003)[1].

Биографи

тӳрлет

1952 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Канаш районĕн Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă.

Чăваш патшалăх университетĕчче пĕлӳ илнĕ.

Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвати вăтам шкулта вĕрентӳçĕ, директор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1970 çулта «Пионер сасси» хаçатăн редакцийĕ ăна литĕçтешĕ вырăнне ĕçе чĕннĕ. Елчĕк районĕн «Колхоз ялавĕ» хаçатра çырусен уйрăмĕн ертӳç пулса тăрăшнă. 1977-па – республикăри «Тантăш» хаçатра, литература тата наццисем хушшинчи хутшăнусем уйрăмĕн редакторĕ, 2002-па – «Тетте» журналăн редакторĕ.

2010 çулхи çурлан 13-мĕшĕнче Киве Шелттем яленче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Çырма 1965 çулта тытăннă, 1968 çултанпа республикăри хаçат-журналта пичетленме пуçланă. Лирикăлла тата ача-пăча сăввисене шăрçаланă, юмор жанрĕнче те хевтеллĕ тăрăшнă.

Чăвашла С. Михалковăн, В. Высоцкин, Г. Тукайăн, М. Лермонтовăн, А. Барто сăввисене, раççей халăхĕсене юмахĕсене куçарнă. Чи паллă ĕçĕ — лирика-публицистика поэми «Тăхăр уйăх».

  • «Вĕл! вĕлкĕш, парăсăм»
  • «Асатте ялĕнче» (В. Тихоновпа пĕрле)
  • «Салтака каять така»
  • «Тĕнчене эпир килетпĕр»
  • "Карамель-тарамель"

Вуламалли

тӳрлет
  1. Георгиева, Н. Петӗр Ҫӑлкуҫ ячӗпе] / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 27 ҫурла. – С. 12.
  2. Герасимова, А. «Савăнăçлă тĕлпулу» савăк кăмăл парнелет / А. Герасимова // Тантăш. – 2009. – 15 юпа (№ 41). – С. 3.
  3. Гончаренко, Н. Петĕр Çăлкуç: «Пĕччен пулсан поэт – пĕтмеллипех пĕтет» / Н. Гончаренко // Ар. – 2002. – 23-29 утă.
  4. Егорова, Л. Петĕр Çăлкуç / Л. Егорова // Çилçунат. – 2000. – № 1-2. – С. 53.
  5. Еливанова, Г. «...Ĕмĕр çав тери хăвăрт иртнĕн туйăнать...» / Г. Еливанова // Тантăш. – 2010. – 19 çурла (№ 34). – С. 7.
  6. Иванова, Т. Ӗмӗр-ӗмӗр ҫӑлкуҫ пек тапса тӑччӑр / Т. Иванова // Канаш ен. – 2011. – 7 авӑн. – С. 3. – (Ас тӑвӑм).
  7. Кошкин-Кервен, В. «Ман хамăн пурăнас йĕрке...» / В. Кошкин-Кервен // Тӑван Атӑл. – 2012. – № # – С. 73-76.
  8. Петр Николаевич Кузьмин // Çил çунат. – 2002. – № 5. – С. 26.
  9. Çăлкуç, П. Петĕр Çăлкуç: «Кашни чăваш хăй патша. Тронсăр патша...» / П. Çăлкуç ; Л. Давыдова калаçнă // Çĕнĕ ăру. – 2000. – 31 юпа (№ 3). – С. 1-2.
  10. Талай, Валерий. Петӗр Ҫӑлкуҫа асӑнса : сӑвӑ / В. Талай // Канаш ен. – 2012. – 18 кӑрлач. – С. 4 : ил.
  11. Прокопьев, В. Çăлкуçĕ пек тапса тăран пултарулăх // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 300-303.
  12. Филиппова, Л. Петĕр Çăлкуç: «Çĕнĕ чăваш ăрăвĕ çитĕнтермелли программа кирлĕ» / Л. Филиппова // Хыпар. – 1998. – 10 нарăс. – С. 4.
  13. Чермаков, И. Çураçу тĕшши ăçта-ши? / И. Чермаков // Тăван Атăл. – 2000. – № 2. – С. 69-70.
  14. Шевкен, Гришши. Хӗвел чиксе ҫӳретӗп эп хӗвре... : П. Ҫӑлкуҫа асӑнса : [сӑвӑсем] / Гришши Шевкен // Хыпар. – 2011. – 8 раштав. – С. 4.
  15. Афанасьев, П. Сялгусь (Кузьмин) Петр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 389-390.
  16. Кузьмин Петр Николаевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 234.
  17. Прокопьев, В. П. Кузьмин Петр Николаевич / В. П. Прокопьев // Канашский район: энциклопедия персоналий. – Чебоксары, 2014. – Кн. 1. – С. 296.
  18. Ялгир, П. Çăлкуç (Кузьмин) Петр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 110.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет