Кудрявцева Мария Порфирьевна
Кудрявцева Мария Порфирьевна (1927-1996) — вĕрентевçĕ тата педагог. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1962), РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1964)[2] , Ленин орденĕн кавалерĕ [3][4]. Калас пулать, вĕсен килйышĕн несĕл хушамачĕ — "Салмин"[5]. Мĕнлерех майпа "Кудрявцев" хушамат пулса тăни паллă мар.
Кудрявцева Мария Порфирьевна | |
Чӑн ят | Кудрявцева Мария Порфирьевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1927 çулхи акан 15-мĕшĕ[1] |
Çуралнă вырăн | Чăваш Çĕпрел, Çĕпрел районĕ, Тутарстан) |
Вилнĕ вăхăт | 1996 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕ |
Гражданлăх | Раççей |
Ашшĕ | Кудрявцев Порфирий |
Амăшĕ | Кудрявцева Дарья[1] |
Чыславсемпе парнесем | Ленин орденĕ |
Пурнăçĕ
тӳрлетХăшпĕр çăлкуçсем М.П.Кудрявцева "Çĕпрел" ялĕнче çуралнă теççĕ. Анчах çакăн пек ятлă виçĕ ял пур: Кивĕ Çĕпрел, Çĕнĕ Çĕпрел тата Чăваш Çĕпрел. Чăннипе вара вăл Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă. Çакна 1970-мĕш çулта панă çуралнин кӳнтеленĕшĕ çирĕплетет. Асăннă документа (тĕрĕсрех: унăн ӳкерчĕкне), сăмахран, П.В.Мулюков проекчĕпе ăсталанă видеора[1] курма пулать.
Тепĕр çултан (1928) вĕсен килйышĕ хальхи Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялне куçса килнĕ. Сăваплăхçă пулнине кура, ашшĕне репрессиленĕ. Ун чухне пĕчĕк Мария пиллĕкре пулнă.
Ăçта вĕренни
тӳрлетПатăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшне (1944) тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1950) пĕтернĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕрентевçĕсем хушăран-хушă тĕрлĕрен курссене кайса пĕлĕвне ÿстереççĕ. Ку тĕлĕшпе М.П.Кудрявцева пирки халлĕхе ним те паллă мар.
Ăçта ĕçлени
тӳрлетТури Туçари вăтам шкулта ĕçленĕ (1950-1981).
Чир
тӳрлетÇыннăн чир-чĕр ыйтăвĕ интимлă ыйту шутланать. Анчах та М.П.Кудрявцева чирĕ хăй пурăннă чухне те вăрттăнлăх шутланман. Паян та ун пирки уççăнах калаçма пулать. Мĕншĕн тесен Мария Порфирьевнан пĕтĕм кунçулĕ — чир-чĕре тата ытти йывăрлăхсене çĕнтерсе пыни. Căмахран, вăл йывăр операцисене тÿссе ирттернĕ. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, ăна малтан операци тăвакансенчен пĕри В.Л.Козлов хирург[6] пулнă. Сиплекен тухтăр — В.Ф.Никитина[7].
Чыславсем
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Вуламалли
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 М.П.Кудрявцевана асăнса. (7:15 хыççăн пăхăр)
- ^ М.П.Кудрявцевана асăнса. (9:10 хыççăн пăхăр).
- ^ Вазанова М.Г. Чăваш энциклопедийĕнчи статья. (Кунта РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи пулнине каламасăр хăварнă, çавăн пекех хăçан çуралнине те тĕрĕс мар кăтартнă.)
- ^ #ЛюбиЧувашию Батыревский район 24 дек 2015 в 9:07
- ^ Трудовая династия Салминых.
- ^ КОЗЛОВ ВЛАДИМИР ЛЬВОВИЧ.
- ^ Алексеев Г.А. Чăваш энциклопедийĕнчи статья. 2022 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.