Турхан Кузьма Сергеевич

(Куçма Турхан ҫинчен куҫарнӑ)

Турхан Кузьма Сергеевич (паспортри хушамачĕ: Сергеев), — (1915 çул, юпа, 8, Чăваш Ен, Комсомольски районĕ, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕ — 1988 çул, çу, 29, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи, тăлмачĕ.

Кузьма Турхан
Ӳкерчĕк:Kuzma Torkhan.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Кузьма Сергеевич Сергеев
Çуралнă вăхăт: 1915, юпа, 8
Çуралнă вырăн: Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Комсомольски районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1988, çу, 29
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата тăлмачĕ

СССР ÇП пайташĕ (1952).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1915 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи (халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ) Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă.

Ача çуртĕнче ӳснĕ. 1934 çулта Канашри педагогика техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Ленинградри В.В. Воровский ячĕллĕ журналистика институтĕнче вĕреннĕ. Тепĕр çулах ăна Чăваш АССР Совнарком çумĕнчи Радиоинформаци комитетне ĕçлеме куçарнă.

1937-1940 çулсенче çарта хĕсметре пулнă. Совет-финн вăрçине, Анăç Беларуçе ирĕке кăларакан харçăна хутшăннă. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, Чăваштĕплит пуçлăхĕнче, Чăваш АССР Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн консультантĕнче ĕçленĕ. 1949 çултанпа литература ĕçĕсемпе кăна пурăннă.

1988 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар хулинче вилнĕ.

Ĕçĕсем

тӳрлет
  • «Атакăра» (1941),
  • «Йăмраллă ял» (1951),
  • «Сĕве Атăла юхса кĕрет» (1960, 1967, 1976, 1994), вырăсла — «Свияга впадает в Волгу» (1985);
  • «Çĕпĕрти тĕлпулусем» (1981)

Çавăн пекех Н. Гоголь, К. Симонов, С. Григорьев тата ыттисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Чыслани

тӳрлет
  • «Хисеп палли» орденĕ, литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн (1976)
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕ (1985)
  • К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕ (1977)

Вуламалли

тӳрлет
  • Ăсан У. Ячĕ-сумĕ чыслă, ĕçĕ – пархатарлă // Ялав. – 2000. - № 9.
  • Гордеев Д. Аслă ентешĕм // Ялав . – 1985. - № 10.
  • Давыдов-Анатри В. Пил // Хыпар. – 1995. – 6 раштав.
  • Ефимов Г. Аслă та ăслă юлташăм // Хыпар. – 2000. – 7 юпа.
  • Станьял В. Тавах сана, ăста çыравçă // Коммунизм ялавĕ. – 1985. – 10 юпа.
  • Калган А. В расцвете творчества // Советская Чувашия. – 1975. – 8 октября.
  • Ялгир П. Хăюллă çыравçă // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2000. – 7 юпа.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар. 2006. – С. 429-430.
  • Турхан Кузьма Сергеевич // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 411.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Шупашкар, 2005. – С. 118.
  • Хлебников-Шанар Г.Становление чувашского романа // Дружба народов. – 1962. - № 2.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Юрьев М. Писатели Советской Чувашии / М. Юрьев, З. Романова. – Шупашкар, 1988. – С. 320-321.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет