Корн чĕлхи
Ко́рн чĕлхи (Kernowek, акăл. Cornish, корнуэл тата корнвалли вариантсем те пур) — инди-европа чĕлхе çемьин кельт ушкăнĕнчи бритт турачĕ шутĕнчи чĕлхе. XIX ĕмĕрчен Корнуолл акăлчан графлăхĕнче пурăнакан халăхăн пĕр пайĕ пупленĕ, халĕ чĕлхене чĕрĕлтерес тĕллевпе тăрăшаççĕ.
Корн чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Kernowek |
Патшалăхсем: | Аслă Британи |
Регионсем: | Корнуолл |
Йĕркелекен: | Cornish Language Partnership |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи | |
Çырулăх: | латиница |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | кор 332 |
ISO 639-1: | kw |
ISO 639-2: | cor |
ISO 639-3: | cor |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Кун-çулĕ
тӳрлетКорнуолл çĕрĕнче, ытти кăнтăр Британире пекех, кельтсем пурăннă, каярахпа Рим айне лекет. Пĕрлехи бритт чĕлхи V ĕмĕрте, англосакссем кельтсене анăçалла хĕстерме пуçласан, арканма тытăнать. 577 çулта, Деорхам патĕнчи çапăçу хыççăн англосаксон çĕр тытăмĕсем Северн вăррине çитнĕ, çакăнтанпа кăнтăр-анăçри бриттсене хальхи Уэльсри тата Англин çурçĕрĕнчи хăйсен тăванĕсенчен уйăралаççĕ. Çак вăхăтрах бриттсем Арморика çурутравне куçма пуçлаççĕ, çакăн хыççăн унăн ячĕ Бретань пулса тăрать. Арморикăри бриттсен чĕлхи тепĕртакран бретонь чĕлхи пулса каять, Англин кăнтăр-анăçне акăлчан чĕлхи кĕме тытăнать.
Чи малтанхи корн чĕлхин палăкĕ — латынь-корн сăмахсарĕ, Vocabularium Cornicum ятлăскер, XII ĕмĕрте хатĕрленĕскер. XIII ĕмĕрте вăтам корн тапхăрĕ пуçланать. Корн литературин паллă ĕçĕсене хайланă: Pascon agan Arluth («Страсти нашего Господа»), Ordinalia (XV ĕмĕр) — пысăк сăвăлла пьеса, виççĕ пайран тытăнса тăрать («Происхождение мира», «Страсти Христовы», «Воскресение Господне»), Beunans Meriasek («Сăв. Мериадок» пурнăçĕ), Bewnans Ke («Жизнь Кея»), вĕсенче Артур патша пирки романсенчи материал, Трегир кĕлтунисем пур. XVII ĕмĕртенпе çĕнĕ корн тапхăрĕ тапранать; çакăн чухнехи чĕлхе пирки эпир валли антикварĕ Эдвард Ллуйд çырнисенчен пĕлетпĕр.
V ĕмĕртенпех корн чĕлхин ареалĕ пермаях хĕсĕнсе пынă, çапах та XVI ĕмĕрте, Реформаци вăхăтĕнче мĕнпур Англире турăна акăлчанла кĕл тунă, Корнуоллре нумай çын хирĕçленĕ — вĕсем акăлчанла пĕлмен. Корн чĕлхине акăлчан чĕлхи питĕ сĕмленĕ (сăмахран, корн орфографийĕ вăхăт иртнĕçем акăлчансен патнелле шуçнă). Кун чухне, чăннипех, Бретаньпе çыхăнăва татман, уйрăмах пулăçсем, Корнуолла сезона ĕçлеме килекенсем (унта тăхлан усравĕсене тупнă пулнă).
Корн чĕлхипе калаçакан юлашки çын тесе тахçанах 1777 çулта вилнĕ Долли Пентрита шутланă. Юлашки вăхăтра, çапах та, çакна тĕрĕсех мар теççĕ: 1875 çулта корнла пуплекен улттă ватă çынна тупнă. Хăш чухне, Джон Дэйви (1890 çĕре кĕнĕ) е Элисон Треганнинг (1906!) тесе шутлаççĕ. Корн чĕлхисĕр урăх чĕлхепе калаçман çын Честен Марчант (1676 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă) пулнă.
Чĕрĕлӳ
тӳрлетКорн чĕлхине чĕрĕлтерекенĕ Генри Дженнерпе Роберт Мортон Нэнс шутланаççĕ, вĕсем, вăтам корн литература тексчĕсемпе усă курса, корн чĕлхин çĕнетĕвĕсене сĕнеççĕ; вĕсем çакăн чухне корн тексчĕсемпе çеç мар, çалах валли тата бретонь материалĕсемпе, ĕçленĕ, тĕслĕхрен, хальхи пурнăç сăмахĕсене шута илсен. Çак система, ăна «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (Unified Cornish, Kernewek Unyes, кĕскен UC тенĕ), чылай хушă пурĕ те йышăннă йĕрке шутланнă, паянкуна та хăйĕн сĕмне упрса пырать.
1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Ричард Гендалл, Нэнс юлташĕ, кайранхи тапхăрти прозаран пыракан акăлчан сĕмне лекнĕ çĕнĕ системăна сĕнет. Çак система («Хальхи корн чĕлхи», Curnoack Nowedga) анлă саралаймасть, авторĕ те ăна пĕрмаях çĕнетнĕ.
1986 çулта Кен Джордж «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (Common Cornish, Kernewek Kemmyn, KK) системине пичетлет. Çак йĕркере UC системин чылай çитменлĕхне пĕтернĕ. KK-на хапăлласа кĕтсе илнĕ, уйрăмах ăна вĕрентӳçĕсем мухтанă. Корн чĕлхи канашĕ официаллă, хăш хаклавсемпе, корн чĕлхине пĕлекен 80 % халăхĕ те çакăнпа усă курать.
1995 çулта Николас Уильямс хăйĕн UCR, «Улăштарнă пĕрлĕ корн чĕлхи» (Unified Cornish Revised, Kernewek Unys Amendys) вариантне сĕннĕ. Уильямс UC системи КК–нчен аванрах тенĕ, çитменлĕхĕсене тӳрлетме пулать, если взять в расчет материалы рукописей, недоступных Нэнсу. UCR ытлах маралман, çапах та ăна Agan Tavas («Пирĕн чĕлхе») йĕркелӳ йышăнать. Чĕлхен тĕрлĕ варианчĕсем пирки вĕри тавлашу пынă, çапах та пур тĕрлĕхĕсем те пĕр-пĕринпе ăнлануллă шутланаççĕ.
Юлашки вăхăтри хаклавсемпе, корн чĕлхине тĕрлĕ степеньле пĕлекен йыш 3500 çын (Корнуолл халăхĕн пĕр процентĕнчен сахал); 300-400 яхăн çын таса калаçать. Хăшĕсем корн чĕлхипе калаçакан çемьере çуралса ӳснĕ, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ ытларах акăлчанла пурлет. Корн чĕлхине вырăнти влаçсем пулăшу параççĕ, çул çине икĕ чĕлхеллĕ паллăсем лартаççĕ, корнла кунсерен радиопа инçекурава кăлараççĕ. Темиçе корн пĕрмай тухакан кăларăм пур, корн чĕлхипе статьясене акăлчан чĕлхиллĕ хаçатсенче пичетлеççĕ. Аслă Британи правительстви европа регионсемпе сахалрахăшсен чĕлхисен хартин сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртсе корн чĕлхине аталанма пулăшать.
Лингвистика пахалăхĕ
тӳрлетÇырулăхĕ
тӳрлетÇырулăхне латиницăпа никĕсленĕ, орфографийĕ чĕлхен пĕтĕм кун-çулĕнче те тăнăç пулман. Вăтам корн тата уйрăмах çĕнĕ корн тапхăрĕнче акăлчан орфографин сĕмĕ питĕ туйăнать.
Фонетикăпа фонологи
тӳрлетДиалектсем
тӳрлетЛексика тĕслĕхĕсем
тӳрлетКорн (SWF) | Валли | Бретонь | Чăваш |
---|---|---|---|
Kernowek | Cernyweg | Kerneveureg | корн |
gwenenen | gwenynen | gwenanenn | пыл хурчĕ |
cador | cadair | kador | пукан, тенкел |
keus | caws | keuz | сыр |
en-mes | y ffordd allan | er-maez | тухăм |
codha | cwympo | kouezhañ | ӳкме |
gaver | gafr | gavr | качака |
chi | tŷ | ti | кил |
gweus | gwefus | gweuz | тута |
aber | aber, genau | aber | шыв вăрри |
niver | rhif, nifer | niver | хисеп |
peren | gellygen | perenn | груша |
scol | ysgol | skol | шкул |
megy | mygu | mogediñ | чĕлĕм туртма |
steren | seren | steredenn | çăлтăр |
hedhyw | heddiw | hiziv | паян |
whibana | chwibanu | c’hwibanat | шăхăртма |
Вуламалли
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Ferdinand, Siarl (2013). Brief History of the Cornish language, its Revival and its Current Situation. E-Keltoi, Vol. 2, 2 Dec. pp. 199-227 [1]
- An Burow Корн чĕлхи пирки çĕнĕ хыпарсем
- Cornish Language Fellowship
- Agan Tavas 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Корн чĕлхи аталанăвĕн этем пĕрлĕхĕ
- Blas Kernewek — A Taste of Cornish Би-Би-Си хатĕрленĕ корн чĕлхин вĕренӳ урокĕсем
- Cornish today
- The Beatles юррисене корн чĕлхипе шăрантарнă Мэтью Кларк çинчен радиосюжет 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Корнский язык — Европăн миноритари чĕлхисем