Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Улшăнманскер пăхăр.

Константтă, улшăнманскер, е улшăнми кап (лат. constans, камăнлăх ÿкĕмĕнче constantis — пĕр пек, улшăнман) — скалярла е векторла улшăнман кап, вăл шутра математикăра, физикăра, химире[1][2][3][4][5]. C капăн улшăнманлăхне кăтартса çапла çыраççĕ

.

«Константтă» термина, ялан тенĕ пекех тата мĕнле тĕллевчĕке шутланине пăхмасăр, хисепле харпăр пĕлтерĕш пур капсем тĕлĕшпе усă кураççĕ[1]. Сăмахран, π хисеп, Эйлер — Маскерони константти, Авогадро хисепĕ, Планк константти тата ытти те. Тепĕр чухне константтă тесе харпăр ситуацире е процесра улшăнман физикăлла кап пирки калаççĕ[6][7][8], урăхла каласан, уйрăм теллевчĕке шутланă чухне. Кун пек чухне X улшăнманлăхне символла çапла палăртаççĕ:

(лат. idem — çавах тенине пĕлтерет). Тепĕр енчен, Y улшăнать пулсан, çавна символла çапла çыраççĕ[9]:

.

Тĕслĕхсем

тӳрлет
  • Аполлоний çавракăшĕ: икĕ панă пăнчă патнелли инçĕшсен шайлашулăхĕ;
  • Гипербола: икĕ панă пăнчă патнелли инçĕшсен расналăхĕ (e > 1);
  • Эллипс: икĕ панă пăнчă патнелли инçĕшсен сумми (e < 1);
  • Парабола: e = 1;
  • Çавракăш: e = 0;
  • Лемниската: кашни пăнчăпа ытти панă мĕнпур n пăнчăсем патнелли инçĕшсен хутлавĕ.
  • π (пи) хисеп: çавракăш тăршшĕне унăн диаметрĕ çине пайлани, улшăнман кап, ăна çапла çывхартса çырма пулать 3,141592653589793238462643[10].

Макроскопла палăрăмĕсем улшăнакан P (пусăм), V (калăпăш), T (абсолютлă температура), n хисепле параметр (мольпе виçнĕ газ шутлавлăхĕ) текен капсемпе тата R константтăпа (газăн универсаллă константти) курăнакан идеалла газшăн:

  ;
  ;
  ;
 ;
 .

Константтăлла функци

тӳрлет

Константтăлла функци[15] — аргумент епле пулнине пахмасăр ялан пĕр пĕлтерĕшлĕ пулакан функци.

Сăмахран,   — константтăлла функци.

Хуть те мĕнле x пулсан та унăн пĕлтерĕшĕ 5, мĕншĕн тесен аргумент епле пулни пĕлтерĕшсĕр.

График çинче (координатсен тӳр кĕтесле тытăмĕнче, лаптак çинче) константтăлла функци абсциссăсен тĕнĕлне паралеллĕ тӳрĕ йĕр пек.

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Александров Н. Е., Богданов А. И., Костин К. И. и др. Основы теории тепловых процессов и машин. Часть I / Под ред. Н. И. Прокопенко. — 5-е изд. (электронное). — М.: Бином. Лаборатория знаний, 2015. — 561 с. — ISBN 978-5-9963-2612-9.
  • Белоконь Н. И. Термодинамика. — М.: Госэнергоиздат, 1954. — 416 с.
  • Жуковский В. С. Техническая термодинамика. — 2-е изд., перераб. — М.: Гостехиздат, 1940. — 336 с.
  • Константа (рус.) // Большая российская энциклопедия. — Большая Российская энциклопедия, 2010. — Т. 15. — С. 82.
  • Константа (рус.) // Большой энциклопедический словарь. — Советская энциклопедия, 1993. — № страницы =621.
  • Константа (рус.) // Большая советская энциклопедия. — Советская энциклопедия, 1973. — Т. 13. — С. 44.
  • Литвин А. М. Техническая термодинамика. — 2-е изд., перераб и доп. — М.: Госэнергоиздат, 1947. — 388 с.
  • Мантуров О. В., Солнцев Ю. К., Соркин Ю. И., Федин Н. Г. Математика в понятиях, определениях и терминах. Часть I / Под ред. Л. В. Сабинина. — М.: Просвещение, 1978. — 320 с. — (Библиотека учителя математики).
  • Панов В. К. Физические основы теплотехники. Ч. I: Термодинамика. — Петропавловск-Камчатский: КамчатГТУ, 2007. — 208 с. — ISBN 978-5-328-00166-3.
  • Рипс С. М. Основы термодинамики и теплотехники. — М.: Высшая школа, 1967. — 344 с.

Асăрхавсем

тӳрлет