Манор

(Кил йăви ҫинчен куҫарнӑ)

Манор — Вăтам ĕмĕрсенчи Англири тата Шотландири феодалсен çурт-йĕрĕ, кил-çурчĕ, килĕ.

Çавăн пекех

тӳрлет
 
Илья Репинăн кил йăви (Здравнево, Беларуç)

Кил йăви вырăс архитектуринче — пĕрлĕхлĕ пулакан уйрăм пурăну вырăнĕ, ун шутне пурăнмалли, хуçалăх, парк тата урăх çурт-йĕрĕ, çаплах, кил йăви паркĕ, кĕрет.

Чăваш кил йăви

тӳрлет

Чăваш кил йăви шутне килкарти, картиш — малти карта е килхушши тата кайри карта — анкарти кĕнĕ.

Пурăну çурчĕ (çурт, пӳрт) çумне кĕлет лартнă. Тĕрĕклĕ çĕр ĕçченĕн хуçалăхĕнче анпар, лаша вити, ĕне-сурăх вити, сарай, лăпас тата нӳхреп. Кашни тенĕ пекех чăваш килĕнче çуллахилаç пулнă, мунчана кил йăвинчен кăшт аяккарах, çырма сăртĕнче е юханшыв çыранĕнче, хăпартнă.

Пуянрах чăваш çын икĕ пӳрт, икĕ хутлă анпар, тырă-пулă управ пӳлĕмĕсем, выльăх-чĕрлĕх карти тытса тăнă. Пуянăн кил йăвинче 30 çурта яхăн пулнă, чухăнăн — пӳртпе пăлтăр (унпа анпар туса усă курнă, çулла çавăнтах çавăрнă) тата выльăх вити. Кил картине юман хӳмепе е хирмечепе тытнă.

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа чăваш ялĕнче ик ен тăрриллĕ икĕ е виçĕ уçалчăк хапха лартма тытăнаççĕ. Юман юписене çĕçĕпе касса пăлхар Хĕвел çаврипе е яввипе капăрлатаççĕ.

Лăпас айĕнче урапа, вăрăм урапа, кĕлте карманĕ тата çуна кĕртсе лартнă.

Пуян çĕр ĕçченĕсем уяв кунĕнче лăпă кăшкарлă тăрантаспа, çурăмпа сĕвенмелли çунапа çӳренĕ, туя сăран витнĕ çурма кăшкарлă кĕмепе пынă.

Анлă саралнă пӳрт тĕсĕ — тăват хӳме пӳрт. XIX ĕмĕрте пуян чăвашсем тăват хӳмеллĕ пӳрт, чул никĕслĕ çурт лартма пуçлаççĕ. Вăтам Атăлçипе уйрăмах Уралумĕн тавра çĕрсенче чăвашсем саманран (улăмпа тăм), çерем сийĕнчен, çаплах чулран та тăваççĕ. Тăррисене икĕ енлĕ тăваççĕ, пуянраххисен çавра пӳртсем лартаççĕ. Виттине хуйăртан, улăмран, дранкирен тăваççĕ, XIX ĕмĕр вĕçнелле чус, йĕс тимĕр тата черепица витме пуçлаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет