Архитектура
Архитектура (грек. αρχη — никĕс, пуçламăш; тата латин. tectum — çурт, хӳтлĕх), — çуртсене проектлесси çинчен вĕрентекен ăслăлăх тата çавăн пекех ӳнер.
Авалхи Римра пурăннă Ветрувий архитектор калашлĕ, архитектура виçĕ никĕс çинче тытăнса тăрать: çирĕплĕх, усăллăх тата илемлĕх. Пĕрремĕш архитектура çурчĕсем çырулăхран маларах пулнă.