Топурия хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ке́ти Топурия (Кетеван Андреевна Топурия, груз. ქეთა (ქეთევან) თოფურია; авăн, 9, 1986, Тбилиси, Грузи ССР[1]) — грузин тата раççей юрăçи, «А’Студио» группăн вокалисчĕ.

Кети Топурия
Патшалăх

РФ

Грузи Грузи (пулса тухни)
Профессисем Раççей, Грузи юрăçи
Инструментсем Вокал
Жанрсем Поп
Ушкăнсем А’Студио (2005-па)

Биографи

тӳрлет

Ашшĕ — Андро Ираклиевич Санодзе (Топурия, кайран амăшĕн хушаматне илнĕ), профессипе çурт-йĕр тăвакан архитектор. Темиçе хутчен те вĕлернĕшĕн, çаратнăшăн, пăшала тата наркотика усранăшăн тĕрмере ларнă. 2010 çулта колонире пурнăçне вĕçленĕ. Амăшĕ — Наталья Топурия — инженер-химик.

Кетеван ачаранах мусăкпа хăтланнă. Юрă вĕнетӳçи, кӳршĕре пурăннăскер, хĕрача юрлама ăста пулнине асăрханă та вокалпа ĕçлеме сĕннĕ.

12 çулта «Море дружбы» тĕнчери конкурсра пĕрремĕш вырăна йышăннă, 14 çулта стала «Путь к звёздам» тĕнчери конкурсăн Гран-прине тивĕçнĕ. 2003 çулта Захарий Палиашвили мусăк вĕрентĕшне, вокал педагогĕ ĕçне алла илес тĕллевпе, кĕнĕ.

2003 çулта Кетеван Тбилиссири патшалăх университне психолог пулма вĕренме кĕнĕ, анчах та, «А’Студио» группăра Полина Гриффис вокалиста улăштарма килĕшнĕ те Мускава куçнă. «А’Студио» группи Тбилиссире гастролье пырсан Кети кандидатурине грузин продюсерĕ Нато Думбадзе сĕннĕ. 2005 çулхи пуш уйăхĕнче ăна «А’Студио» группăн çĕнĕ солисчĕ тесе пĕлтернĕ[2].

Харпăр пурнăç

тӳрлет

2013 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче Лев Гейхман усламçăна (1974 çур.) качча кайнă[3][4]. 2015 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче вĕсен Оливия хĕр пепке çуралнă[5][6].

2017 çулхи çăвăн 31-мĕшĕнче раççей МИХĕсем пĕлтернипе «А’Студио» солисчĕ хăйĕн упăшкипе пурăнмасть. Ун чухне МИХ Кети Топурия Гуф рэперпе еркĕшленсе пурăнать тесе сасă сарнă. Çапах та каярах прессăра, интернетре çакăн пирки сайра статья тухкаланă. Топурипе Гуф репер тĕнчери эрешре кун çути курсан, хăшпĕр хыпарсемпе, Кэти тата Лев уйрăлсах кайнă.[7]

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет